Комментировать

25 Июл, 2017

Республика Пуçлăхĕ çамрăксен канăвне йĕркеленипе паллашнă

Паян, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче вырнаçнă республикăри «Вăрман юмахĕ» ача-пăча санаторийĕнче тата «Хĕвел» санаторипе сиплев комплексĕнче пулса çул çитмен çамрăксен канăвне йĕркеленипе паллашрĕ. Ĕçлĕ çÿреве çавăн пекех ЧР сывлăх сыхлавĕн тата вĕренÿ министрĕсем Владимир Викторовпа Юрий Исаев, ЧР ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева хутшăнчĕç.

Хăнасем санатори тата курот сиплевĕпе ытларах ачана тивĕçтерме май паракан пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсене хакларĕç, пурăнмалли пÿлĕмсене, сиплев кабинечĕсене, канупа вăйă лапамĕсене пахаларĕç, ачасен апатланăвĕпе интересленчĕç. Сăмах май, санаторире сиплевĕн хальхи йышши 50 мелĕпе усă кураççĕ. Медицинăн 2 блокĕнче кăткăс оборудованипе пуянлатнă кабинетсем вырнаçнă. Сусăр çамрăксем валли модуль класĕ уçнă, пÿрне гимнастикипе сипленмелли кабинет пур.

«Хĕвел» комплексра хальхи вăхăтра 342 ача канать, вĕсенчен 65 — кăткăс лару-тăрура çитĕнекенсем. Пĕрремĕш сменăра — 356-ăн, иккĕмĕшĕнче 365-ĕн пулнă. Виççĕмĕш смена ятарли — кунта «Предпринимательлĕхĕн çуллахи шкулĕ» ĕçлет. Ăста та пуçаруллă, ăнăçуллă çамрăк усламçăсем ертсе пынипе 85 ача бизнес çынни пулмашкăн малтанхи хăнăху илет.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ бизнес вăрттăнлăхĕсене тишкерекенсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен пуласлăхĕпе интересленчĕ.

 

Рубрика: