Комментировать

24 Июл, 2017

Канашри çуртшăн яваплисене шыраççĕ

Утă уйăхĕн 21-мĕш каçхине Канашри Ленин урамĕнчи 27-мĕш çурт стени çуркаланса кайнине эпир пĕлтернĕччĕ. Паян çав çуртпа çыхăннă ыйтăва Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура та хускатнă.

Аса илтеретпĕр: унти пĕр подъездрисене эвакуациленĕ. Вĕсенчен 14-шĕ тăванĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă, тепĕр 7 çынна "Заря" гостиницăна вырнаçтарнă. Çивĕч лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй тĕрĕслесе тăрать. Михаил Игнатьев хушнипе шăматкун вырăна республикăн строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, Çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков тухса кайнă. Паян унта экспертсем ĕçлеççĕ. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене республика ертÿçисем йывăрлăхра пăрахмассине шантараççĕ.

Паянхи Правительство ларăвĕнче пулнă "Хыпар" хаçатăн журналисчĕ Николай Коновалов пĕлтернĕ тăрăх, Ленин урамĕнчи 4 хутлă çуртра пăрăхран шыв юхса тăнă-мĕн, çĕр ахаль те нÿрĕ пулнă май урай тĕревĕсем аннă. Маларах вара унта сантехникăна, пăрăхсене юсанă. Темиçе хваттер хуçи юсав вăхăтĕнче рабочисене кĕртмен — шăпах çав хваттерсенчен пĕрин айĕнчи пăрăх сиенленнĕ.

Паянхи канашлура Михаил Игнатьев патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçине Виктор Кочеткова юсав ĕçне туллин пурнăçламасăрах йышăннисене тупма хушнă. Çуртпа мĕн тумаллине ăна тĕплĕн тишкернĕ хыççăн татса парĕç.

Рубрика: