Пĕрремĕш кварталта çурт-йĕр ытларах турăмăр
«Хыпар» ыйтăвĕсене республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег МАРКОВ хуравлать.
- Кăçал Чăваш Енре пурăнмалли вырăн мĕн чухлĕ тумалла?
- Пĕлтĕр ăна 837,1 пин тăваткал метр /виçĕм çулхинчен 2,3% нумайрах/, çав шутра Шупашкарта 292,2 пин /13,5% ытларах/ тунă, - терĕ Олег Иванович. - Кашни çын пуçне пурăнмалли вырăн /пирĕн - 0,67 тăваткал метр/ ĕçе кĕртес тĕлĕшпе республика федерацин Атăлçи округĕнче /0,50 тăваткал метр/ Тутарстанпа Пушкăртстанран иртсе малти вырăна йышăнчĕ.
2014 çулта республикăн 857 пин тăваткал метртан кая мар, иртнĕ çулхинчен 2,4% нумайрах хута ямалла. Тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе кашни муниципалитет районĕпе хула округне план панă, министерство тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинче килĕшÿ çирĕплетнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 56,8 пин тăваткал метр, 2013 çулхи çав тапхăртинчен 3,6% ытларах турăмăр.
- Шупашкарти хăш-пĕр çĕнĕ микрорайонти нумай хутлă çуртсене пурăнма кĕрсен картишсене темиçе çул хăтлăлатман пирки çынсен йĕпе-сапара пылчăк çăрма тивет. Кремечке /Гремячево/ микрорайонĕнче пурăнмалли çуртсем тума палăртнă. Строительство пуçличчен инфратытăм хывĕç-ши, çынсем пурăнма тытăниччен картише асфальт сарĕç-ши, хура тăпра сапаланă хыççăн йывăç-тĕм лартĕç-ши?
- Атăл хĕрринчи Гремячево ялне чылай çул каялла Шупашкара кĕртнине çынсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Гремячево тăкăрлăкĕпе юнашар тепĕр микрорайон çĕкленĕ. Ăна хăпартаканни - «Устра» общество. Тĕп хула администрацийĕ çирĕплетнĕ проектпа килĕшÿллĕн микрорайон 35,3 гектар йышăнĕ, 341 пин тăваткал метр хута ямалла. 7-16 хутлă çуртсем, 240-шер вырăнлă икĕ ача сачĕ, 1200 вĕренекен валли шкул, часавай пулĕç. Шкул çулне çитичченхи ачасене, физкультурăпа туслисене, канакансене вырăн уйăрĕç, çуртăн пĕрремĕш хучĕсене аптека, суту-илÿ, апат-çимĕç организацийĕсене парĕç. 640 çăмăл автомашина валли çĕр айĕнчи гараж, 300 вырăнлă тăватă хутлă паркинг /путвалĕ çĕр айĕнче/ тăвасшăн, автомашинăсене çĕрле лартмалли лаптăк уйăрасшăн. Микрорайона 2018 çулччен уçмалла.
- Иртнĕ çулсенче тĕп хулари Сад микрорайонĕнче /Б.Хмельницкий ур./ пурăнмалли çуртсем кăмпа пек ÿссе ларчĕç. Тул енчен - пурте пĕрешкел. Çĕнĕ микрорайонсене илĕртÿллĕрех архитектурăпа хăтлама май пур-и?
- Сад микрорайонĕнчи сарлака панеллĕ пурăнмалли çуртсем - çемье тупăшне перекетлекен çемьесем валли. Чăн та, тупăш нумай илекен çынсем валли хăпартакан çуртсенчен уйрăлса тăраççĕ. Сад микрорайонĕнчи çуртсем пĕрешкел пулин те республикăри тата Японири паллă архитекторсем вĕсене хăйне евĕрлĕ шухăш кĕртнине палăртас килет. Микрорайон ÿссе лариччен унта садчĕ, çырла çитĕнтернĕ. Халĕ çуртсем çине пăхатăн та тĕрлĕ тĕслĕ çырла тĕмĕсене асăрхатăн.
Раççей Президенчĕн «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене туянма май пур, пурăнмалли хăтлă вырăнпа тивĕçтересси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн регионсемпе çуртсем тăвакан организацисен умне çĕнĕ хваттер хакне йÿнетме тĕллев лартнă. Правительствăн 2018 çулччен «хваттер нумайрах туса ăна çемье тупăшĕпе перекетлĕ усă куракансемшĕн 20% йÿнетмелле». Типлă проектсене ĕçе кĕртсен çеç тĕллеве пурнăçлăпăр. Вĕсем çурт хăпартакансен проект хатĕрлессипе, ăна экспертиза витĕр кăларассипе çыхăннă тăкакне пĕчĕклетме май параççĕ.
- Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитиччен тĕп хула сăнĕ мĕнле улшăнĕ?
- Унччен пурнăçламалли ĕçсене Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетрĕ. Тĕп тĕллев - Шупашкарăн Хĕрлĕ лапамĕпе, кÿлмекĕпе унăн таврашне çĕнетесси. Хула администрацийĕ реконструкци концепцине хатĕрлеме Испани компанине шаннă. Хосе Асебильо архитектор проекчĕпе килĕшÿллĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнчи лапама пысăк улшăну кĕртмелле: хăтлăлатмалла, театрăн икĕ енне павильон, аякра культура-курав комплексĕ, сахал хутлă çуртсем тумалла. Кÿлмек тата каçă çинчи вун-вун фонтан шăрăхра сывлăша уçăлтарĕ. Хăш-пĕр тĕлте автоçула виçĕ шайлă хывнăран транспорт инфратытăмĕ улшăнĕ. Çĕнĕ тротуарсем тăсма палăртаççĕ. Мускав кĕперне реконструкцилесе транспорта харăсах ултă йĕрпе çÿремелле тăвĕç, Чăваш патшалăх филармонине, Оперăпа балет театрне, «Олимпийский» стадиона, электроаппаратура завочĕн пулнă больницăн нумай тĕллевлĕ çуртне /Ленин проспекчĕ/, ытти çуртсене тĕпрен юсĕç, «Шупашкар: 500 çул» парка çĕнетĕç. Строительство, реконструкци, реставраци тăвас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсен планне республикăри историпе культурăн Шупашкарти, Улатăрти, Куславккари, Çĕрпÿри, Пăрачкав районĕнчи, ытти çĕрти 47 палăкне кĕртнĕ.
- Мускав кĕперĕ çумĕнчи «Одис-отель» стройки темиçе çул хула варрине сăнсăрлатать. Ăна хăçан та пулин вĕçлĕç-ши?
- Кăçалхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Одис-отель» обществăран пĕлтернĕ тăрăх - «МДМ Банк» çыннисем Шупашкара килсе хăна çурчĕн строительствине тĕплĕн тĕпченĕ. Уйрăммăн илсен объекта, проектăн техника условине, çурт тума ирĕк паракан документацие тишкернĕ. Банк вĕсене тĕпе хурса çывăх вăхăтра е строительствăна тăсмашкăн обществăна кредит уйăрма, е унпа çыхăнăва татма йышăнĕ. Вăл иккĕмĕш варианта суйласа илсен туса пĕтермен объекта пăстармашкăн суда тавăç тăратма тивĕ.
- Тĕп хулари Воробьев композиторсен урамĕнче нумай хутлă бизнес центрĕ уçасшăн. Ăна туса пĕтерĕç-ши?
- Хула влаçĕ хăй вăхăтĕнче унти икĕ хутлă, путваллă, çынсем пурăнман çурта реконструкцилесе 6-7 хутлă администраци-офис комплексĕ хăпартма ирĕк панă пулин те строительсен ячĕпе ыйту капланчĕ. Пулас çурт хула архитектурине ан пăстăр. Шупашкарăн истори пайĕнче нумай хутлă объект туса лартассине хирĕçлекен çынсен сĕнĕвне те шута илмелле.
- Республика Пуçлăхĕ нумаях пулмасть сире Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне лартрĕ. Унтанпа ĕç йĕркинче мĕн улшăнчĕ?
- Паллах, ĕç хушăнчĕ, вăхăт сахалланчĕ. Çурт-йĕр строительстви, транспорт тата унăн инфратытăмне ĕçлеттерес, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, топливо-энергетика комплексĕ, тариф, экологи, тавралăха хÿтĕлессин политики, ытти енĕпе тивĕç хушăнчĕ. Çак ыйтусем маншăн çĕнĕ мар. Кирек мĕнле должноçра вăй хурсан та республика халăхĕшĕн тăрăшас килет.
Калаçнă