Комментировать

19 Июл, 2017

Пулă тытнă, шÿрпе пĕçернĕ

Иртнĕ шăматкун сусăрсем Атăл хĕррине пулă тытма пуçтарăннă. Çакнашкал фестивале Чăваш Енре маларах та йĕркеленĕ. Кăçал вара унта Мари Эл пулăçисем те килсе çитнĕ.

Пулă тытассипе арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те кăсăкланни палăрать. Çак ĕç вĕсемшĕн те чун киленĕç пулнине каланă вĕсем. Фестиваль вăхăтĕнче тĕрлĕ конкурс ирттернĕ, концерт йĕркеленĕ, шÿрпе пĕçернĕ. Мероприяти пуриншĕн те хаваслă иртнĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.