Комментировать

Калугăра çуллахи полиатлон чемпионачĕ вĕçленнĕ. Ăмăрту пилĕк енлĕ кĕрешÿпе иртнĕ. 60 тата 1000 метр чупса, мечĕк ывăтса, автоматран персе, 50 метр ишсе чи нумай балл пухнисем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Раççей первенствин 12-13 çулсенчи çĕнтерÿçисен хушшинче Чăваш Енри Реналь Рахимов та пур. Йĕпреç рай-онĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса çÿрекенскер пилĕк енлĕ кĕрешÿре 356 очко пухнă.

Калугăри çитĕнĕвĕсене кура Андрей Алексеевăн вĕрентекенĕ валли Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче вырăн тупăннă. Кăçалхи авăн уйăхĕнче вăл Белоруссири Могилев хулинче çуллахи биатлонпа тĕнче первенствине хутшăнĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.