Комментировать

7 Июл, 2017

Сентре çинче — вырăнти çимĕç

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, ЧР Журналистсен союзĕ семинар-канашлу йĕркелерĕç. Пухăннисем Октябрьски райпо ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, суту-илÿ çурчĕсене, çăкăр заводне çитсе курчĕç. Палăртмалла: Чăвашпотребсоюз предприяти-организацийĕнче 70 процент вырăнти продукци. Райпора чĕр тавар хатĕрлессине те аван йĕркеленĕ. Эмел курăкĕ пухма ял çыннисене те явăçтараççĕ. Иртнĕ çул ăна 4 тонна пуçтарнă. Çивĕч конкуренцие пăхмасăр Октябрьски райпо рынокра хăй вырăнне тупнă.

Семинар-канашлăва пуçтарăннисем «çавра сĕтел» хушшинче çивĕч ыйтусем сÿтсе яврĕç. Чăвашпотребсоюз ĕçĕ-хĕлне лайăх çутатнă массăллă информаци хатĕрĕсене Хисеп хучĕ, парне парса хавхалантарчĕç. Çав шутра «Хыпар» издательство çуртне те.

Лариса НИКИТИНА.