Комментировать

7 Июл, 2017

Библиотекарь ĕçĕ пархатарлă

Алла кĕнеке тытмасăр пĕр кун пурăнма пулать-ши?

Етĕрне районĕнчи Яракассинче çуралса ÿснĕ, халĕ ку тăрăхри библиотекăсен тытăмĕн директорĕнче вăй хуракан Нина Долгова хăйĕн умне унашкал тĕллев лартманах ĕнтĕ. Кассан турпас пулать, калаçсан сăмах сыпăнать. Вăрмана шалтан шала кĕнĕçемĕн хитре йывăç ытларах тенешкел, унпа калаçнăçемĕн тĕлĕнмелли тупăнсах пычĕ. «Районта чи нумай вулакан кам-ши?» — тесе ыйтакан тупăнас тăк эпĕ тÿрех пĕр иккĕленмесĕр: «Паллах, Нина Арсентьевна», — тенĕ пулăттăм.

Унпа чылайччен пуплерĕмĕр. Хăйĕнчен икĕ çул аслă аппăшĕ букварь тытсанах вăл ун патне пырса тăнă. Светлана сас паллисене пĕрлештерсе сăмахсем тунине тимлĕ сăнанă. Çапла майпа хĕр пĕрчи шкула кайичченех вулама вĕреннĕ. Ашшĕ те пысăк витĕм кÿнĕ. Вăл шкул буфетĕнче сутуçăра тăрăшнă. Буфетпа юнашарах библиотека вырнаçнă. Пĕлÿ тĕнчипе ачаран туслашнăскер пушă вăхăт тупăнсанах унта кĕре-кĕре тухнă. Нина та унран юлман. Хĕр ача кĕнеке юратнине Виталий Беляков библиотекарь сисмесĕр юлма пултарайман паллах. Тантăшĕсемпе пĕрле ăна та хăйне пулăшма чĕннĕ. Формуляр çырмалла-и, çĕнĕ литературăна çÿлĕксем çине алфавит йĕркипе тĕрĕс вырнаçтармалла-и — ĕç тупăнсах тăнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ, вырăсла лайăх пĕлнĕ.

Çуллахи вăрăм каникула янăшăн ачасем хĕпĕртенĕ кăна. Пĕр Нина çеç савăнман. Шкул хупă, библиотека ĕçлемест. Çитменнине, вăл ялта çук. Нинăн вара питĕ вулас килет. Мĕн тумалла? Илемлĕ литературăшăн таçта та çитме хатĕрскер çырма тепĕр енчи Çуткасси ялне çул хывнă вăл. Вунă класс пĕтерсен уншăн професси суйлавĕ пулман — библиотекарь пулас ĕмĕтпе тÿрех Çĕрпÿ хулинчи культпросвет училищине çул тытнă. Шăп 40 çул каялла ăна диплом илсен направленипе Етĕрнери тĕп вулавăша янă. Аслă пĕлÿ илес тĕллевпе вăл çав çулах Хусанти патшалăх культура институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ.

— Çирĕмри хĕрччĕ эпĕ ун чухне, вăй-хал шалтан тапса тăратчĕ. Куравсем йĕркелеттĕм, сценарисем çыраттăм, библиотекăсем епле ĕçленине тĕрĕслеме ялтан-яла çитеттĕм. Пурне те каласа та пĕтереес çук. Çĕрпÿре вĕреннĕ чухне кунта икĕ хутчен практикăра пулнăччĕ те, тăрăшулăха ас туса юлнă пулĕ. Училище хыççăн килсен ĕçе хаваспах йышăннăччĕ, — аса илчĕ çамрăклăхне Н.Долгова. — Икĕ çултанах методика пайĕн заведующийĕ пулма шанчĕç.

Сăпайлă Нина Арсентьевна хăй çинчен сăмах ваклама юратмасть. Тăрăшулăхĕпе палăрать çеç мар вăл, нумай мероприяти пуçаруçи те, сцена ăсти те. Халăха библиотекăна илĕртме «Умники и умницы», ытти вăйă шухăшласа кăларнă, литература каçĕсем ирттернĕ, ун валли сценарие хăех çырнă. Суйласа илнĕ пьеса сăнарĕсене рольсем тăрăх валеçсе репетицисем тăтăш ирттернĕ хыççăн больницăсенче, ялти клубсенче спектакльсем кăтартнă. Писательсен юбилейĕсене хутшăннă.

— Çыравçă маншăн урăх тĕнчерен килнĕ çын пекех туйăнать. Произведени калăпласси калама çук йывăр ĕç. Поэтсемпе писательсенчен чылайăшĕ пирĕн патăмăрта хăнара пулнă. Вĕсемпе халĕ те тачă çыхăну тытатпăр, — тет Нина Арсентьевна. — Ĕçе хăнăхса пынă май яваплăхăм та ÿсрĕ. 1987 çулта — районти библиотека тытăмĕн директорĕн заместительне, 2000 çулта директора çитрĕм. Хулари информаци центрĕнчен Етĕрнесем, тивĕçлĕ канăва тухнисем уйрăмах, тухма та пĕлмеççĕ. Юлашки вăхăтра халăх вулама пăрахрĕ теççĕ. Анчах эпĕ çапла каланипе килĕшместĕп. Мĕншĕн тесен пирĕн енче пур ÿсĕмри те аллине кĕнеке, хаçат-журнал тытать.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — эсир нумай проект авторĕ, энциклопедисем хатĕрлетĕр, общество организацийĕсен ĕçне хастар хутшăнатăр, тăван халăхшăн ырă та пархатарлă ĕçсем тăватăр... Пурне те аса илеймĕп, уншăн каçару ыйтатăп. 2013 çулта «Биографическая энциклопедия успешных людей России» кĕнеке тухнăччĕ. Унта сирĕн районтан мĕн пурĕ те виçĕ çын кĕнĕ. Пĕри — эсир, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.А.Долгова. Пушă вăхăт тупăнать-и?

— Тупăнать паллах. Анчах эпĕ ниçта та каймастăп. Вăхăт компьютер умĕнче тата алла кĕнеке тытса иртет. Çĕнĕ литературăна вуламаллах. Авторсен пурнăçĕпе пултарулăхне, произведенире сăмах мĕн çинчен пынине пĕлмеллех, — терĕ Нина Арсентьевна.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.