Комментировать

7 Июл, 2017

Инкеке сирме хатĕр

 

Çанталăкăн тăнăçсăр условийĕсен вăхăтĕнче социаллă тытăмăн объекчĕсене кал-кал ĕçлеттермешкĕн май туса парассине тата мĕн пур службăн хатĕрлĕхне вăйлатассине Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕп тĕллев тесе шухăшлать. Çакăн çинчен Михаил Игнатьев ĕнер массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пĕлтерчĕ.

— Михаил Васильевич, республика вăйлă çумăрлă çанталăк кÿрекен инкеке сирме хатĕр-и?

— Тĕрĕссипе, çанталăк эпир инкеке хирĕç тăма пултарнине тĕрĕслет. Чăваш Енри управлени органĕсем тата патшалăхăн пĕрлехи вăйĕсен территорири тытăмĕсем чрезвычайлă лару-тăрăва сирмешкĕн тата вăл кÿнĕ инкеке пĕтермешкĕн хатĕр. Çĕртме уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенчи шалкăм çумăр пăтăрмахсем кÿчĕ. Анчах вĕсенчен вăхăтра хăтăлма пултарни пирĕн службăсемпе ведомствăсем кăткăс лару-тăрура çаврăнăçуллă ĕçлеме хатĕррине çирĕплетрĕ. 2010 çула аса илер: виçĕ çул каялла çанталăк алхаснипе республикăра пурăнакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ электроэнергисĕр тăрса юлнăччĕ. Пĕрлехи вăйпа унăн тытăмне йĕркене кĕртме хевте çитертĕмĕр. Урăхла каласан, инкеке сирес енĕпе пухнă опыт пĕчĕк мар пирĕн. Кирлĕ чухне кÿршĕсене те пулăшатпăр. «МРСК Атăл — «Чăвашэнерго» хатĕрлĕхне вăйлатнă. Унăн оперативлă юсав бригадисене кирлĕ материалпа, инструментпа тата хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ асăннă тытăмăн 2 бригадин специалисчĕсем Ульяновск облаçĕнчи электролинисене йĕркене кĕртме хутшăнаççĕ. Хамăр хутлăхра та, уйрăмах Улатăр, Пăрачкав, Канаш, Йĕпреç тăрăхĕсенче, иртнĕ кунсенче çумăр вăйлă çунипе 1,5 пин ытла çын электричествăсăр юлнă, хăрнă е хавшанă йывăçсем тÿннĕ. Çитменлĕхсене вăраха ямасăр пĕтерме вăй-хал çитертĕмĕр. Чăн та, йĕркене кĕртмелли тата пур.

Гидрометцентр пĕлтернĕ тăрăх, çиллĕ те шалкăм çумăр татах çаврăнса çитмелле — апла тăк пĕтĕм службăн экстремаллă лару-тăрăва сирме хатĕр пулмалла. Çынсен те хăйсене хÿтлĕхпе тивĕçтерессишĕн яваплăха ÿстермелле.

— Çумăр чарăнмасăр çуни акнă-лартнă культурăсене япăх витĕм кÿрет…

— Паллах. Халĕ вĕсене техникăпа усă курса кăна мар, алă вĕççĕн те апатлантарма май килмест — ана çине кĕме кансĕр. Выльăх апачĕлĕх культурăсене пухса кĕртесси чарăнса ларчĕ. Утă-улăм ытлă-çитлĕ хатĕрлемелли майсене шырама тивет. Раççей ял хуçалăх министрĕ Александр Ткаченко пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çĕршывра 20 миллион тонна тырă сахалрах туса илес хăрушлăх пур. Краснодар, Ставрополь, Ростов тăрăхĕсенче вырмана икĕ эрне юлса тухнă, апла тăк пирĕн патра та уй-хир ĕçĕсем вăраха тăсăлма пултараççĕ. Тыр-пула çухатусемсĕр пухса кĕртмешкĕн хуçалăхсем тĕплĕн хатĕрленессе шанатăп.

Валентина СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.