Комментировать

6 Июл, 2017

Тĕрĕслĕхрен вăйли çук

Тĕнчере мĕн вăйлăрах? Çак ыйту хуравне шыраса темиçе ăру та пуç ватнă. Туятăр ĕнтĕ, чăваш литературин классикĕ Константин Иванов «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен» тенипе пурте килĕшесшĕнех мар. Апла пулсан мĕн-ха вăл — чи вăйли?

Грант укçипе

Чăваш патшалăх пукане театрне çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче пынисем вара çак ыйту хуравне тупрĕç. Мĕншĕн тесен çав кун Петĕр Хусанкайăн «Тĕнчере мĕн вăйлăрах?» спектакль премьери пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕн Гранчĕпе пурнăçланă пултарулăх проектне курма зал тулли халăх пуçтарăннă: ача садне çÿрекенсем те, шкул ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, воспитательсемпе вĕрентекенсем те. Премьерăра хисеплĕ хăнасем те пулчĕç: Петĕр Хусанкайăн мăшăрĕ — СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ывăлĕ Атнер Хусанкай. «Театр яланах ыррине, лайăххине вĕрентет», — тесе Вера Кузьминична мĕн тери тĕрĕс каланине залра ларакансем кăтарту вĕçленнĕ хыççăн лайăх ăнланчĕç.

Спектакльте куракана тыткăнлакан самант чылай пулчĕ. Илемлĕ кĕвĕ, çутăпа мĕлке вылявĕ, хитре декораци, «чĕрĕ» пуканесем — çаксем йăлтах хăв ăçта ларнине манса юмах тĕнчине путма хистерĕç. Спектакле вырăсла лартнă пулин те сцена хыçĕнче чăвашла çырнă йĕркесем пурри, эрешсенче тата кĕвĕре чăвашлăх палăрни ăна хăйне евĕрлĕх кĕртрĕ, çавăнпа вăл ачасемшĕн тата кăсăклăрах пек туйăнчĕ. Çутăпа мĕлке вылявĕнче чăваш пукани ташлани те мĕн тери илемлĕ пулса тухнă-çке, ăна кура ачасем ларнă çĕртех хавасланса ташлама пуçларĕç. Çапах та спектакль пуçламăшĕнче Патшан канлĕхне татнă ыйту вĕçне çитичченех канăç памарĕ: тĕнчере мĕн вăйлăрах-ши? Кашни çын тĕрлĕрен хурав парать иккен: арманçăшăн вăл — çил, çурчĕ çуннă çыншăн — çулăм, ватăшăн — шыв, çар пуçĕшĕн — хăюллă çын, яш каччăшăн — юрату тата илем, усламçăшăн — укçа, евчĕшĕн — чĕлхе… Асăннă тĕслĕхсемпе килĕшме те пулать-тăр. Анчах Тамаша кăна чи вăйли мĕн иккенне пĕлет, вăл — сăмах тĕрĕслĕхĕ.

Режиссер к.тни

пурнăçланнă

Спектакль режиссерне тата художникне Борис Чернышова ятарласа Мускавран чĕнсе илнĕ. Композиторĕ — ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Андрей Галкин. Ташă лартаканĕ — Зоя Александрова. Пуканесене калаçтараканĕ вара — театрăн илемлĕх ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Филиппов, унăн пулăшуçи — Николай Соколов артист.

— Çак спектакле çур çул хатĕрлерĕмĕр, — каласа пачĕ Юрий Филиппов. — Ĕçĕ нумай: пуканисене те ăсталамалла, кĕввине те çырмалла… Сцена çинчи 45 минут куç хупса илнĕ пек иртсе кайрĕ. Петĕр Хусанкайăн тăватă юмахне кăçал сцена çине кăларас терĕмĕр. Манăн шухăшпа, вăл çитĕннисемшĕн те кăсăклă, мĕншĕн тесен чăваш юмахĕсен сюжечĕсем çав тери тарăн шухăшлă. «Тĕнчере мĕн вăйлăрах?» юмах паянхи пурнăçшăн та çивĕч ыйту хускатнă. Тĕрĕссине калама нумайăшĕ хăрать. Чăнлăхран вăйли нимĕн те çук, çакна пирĕн пĕлес пулать.

Сайра хутра çеç суять

Борис Чернышов палăртнă тăрăх, тăхăр сăнара пĕчченех калăплакан артиста унăн чĕрĕ сасăпа юрлаттарас шухăш çуралнă. Унсăр пуçне вăл халăх инструменчĕсемпе те хăех калать, ташлать, пуканесене хускатать. Çакă йăлтах пĕр вăхăтра пулса иртет. Режиссер мĕн кĕтни пурнăçланнă — куракан кăмăллă. Тăхăр çулти Настя Серова моноспектакле кăсăклансах пăхнă, халăха улталакан патшана ятлас та килчĕ унăн. «Мĕн чи вăйли пулнине пĕлтерекене Патша çур пуянлăхне пама шантарать, анчах кайран сăмахне тытаймасть, — тет Настя. — Тамаша вара тĕрĕссине калать, çавăнпа вăл мана килĕшрĕ». Хĕр ачан тантăшĕ Женя Васильева та спектакльпе кăмăллă. «Эпĕ сайра хутра çеç суятăп, ытти чухне тĕрĕссине калама тăрăшатăп, — пĕлтерчĕ вăл. — Юлташсене те çакна вĕрентĕп, юмах пирки каласа парăп».

Паллах, çакнашкал спектакльсем ачасене ырра вĕрентсе ÿстереççĕ. Халĕ ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе Петĕр Хусанкайăн тепĕр икĕ юмахне те хатĕрлеме пуçланă, эппин часах вĕсем те куракан патне çитĕç.

Лариса ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.