Чăваш медальерĕн куравĕ уçăлнă
Паян Чăваш наци музейĕнче тĕлĕнмелле интереслĕ курав уçăлнă. «Укçа искусстви» ятлăскерте çамрăк чăваш ÿнерçин-медальерĕн Асамат Балтаевăн ĕçĕсемпе паллашма пулать.
Асамат Чехири Ниса çинчи Яблонец хулинче медальера вĕреннĕ. Унта ăс пухнă вăхăтра вăл Европа шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ. Асамат медальерсен конкурсĕнче пĕрре мар мала тухнă, Чехири Наци банкĕпе тата укçа çапакан çуртпа çыхăну тытнă. 2014 çулхи юпа уйăхĕнче Чехири укçа çапакан çурт хăйĕн проекчĕпе паллаштарнă. Ку ĕçе Асамат та хутшăннă. Густав Фаберже çуралнăранпа 200 çул çитнине халалласа вăл Фаберже стилĕпе çăмарта коллекцине хатĕрленĕ. Вĕсен ăшне кĕмĕлрен тата ылтăнран тунă укçа хунă. Вĕсене Чăваш Енри медальер хатĕрленĕ. Асамат — Чехири, Словакири истори пулăмĕсемпе çыхăннă тата Тĕнчен иккĕмĕш вăрçине сăнланă медальсен авторĕ. Чăваш наци музейĕнче унăн гипсран тунă ĕçĕсемпе çеç мар, картинисемпе те паллашма май пур.