Утă çулаççĕ юрласа…
Утă уйăхĕ – выльăх апачĕ хатĕрлемелли вăхăт. Шупашкар районĕнчи Атайкассинче хĕрÿ тапхăр пуçланнине анлă паллă турĕç.
Кунта иртнĕ шăматкун «Утçи» фестиваль иртрĕ. Чарăна пĕлмесĕр çумăр çуни мероприятие йĕркелекенсене кăштах иккĕлентерчĕ. Кăнтăр тĕлнелле пĕлĕтсем сирĕлчĕç, хĕвел тинех ăшшăн çутатрĕ. Çавна май ватти-вĕтти, çамрăкки Атайкассинчи стадионра йышлă пуçтарăнчĕç. Вĕсем наци тумне тăхăннă: арçынсем илемлетсе тĕрленĕ пир кĕпесемпе, хĕрарăмсем тĕрĕллĕ шурă кĕпесем çийĕн саппун çакнă. Курăк-чечекрен ăсталанă пуç кăшăлне тăхăннăскерсем пирĕштисем пек курăнаççĕ. Аллисенче вара ĕç хатĕрĕсем — çава, кĕрепле, сенĕк, пуртă…
Пухăннисене Атайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Башкиров, хăнасем саламларĕç, ăнăçу суннă хыççăн конкурссем пуçланчĕç. Чи малтан Атайкассисем тата Тутаркасси ял тăрăхĕсен командисем ешĕл курăка хăвăрт та типтерлĕ çулассипе ăмăртрĕç. Вĕсем хыççăн старта çемьесем тухрĕç. Тар кăларса ĕçлекенсене ăш хыпнине уçăлтарма килти сăрапа сăйларĕç. Каннă вăхăтра «Атай» фольклор ансамблĕпе «Девчата» ташă ушкăнĕ илемлĕ юрă-кĕвĕпе, ташăпа кăмăла çĕклерĕç.
Хĕрÿ конкурса— çулнă курăка пуçтарса купалама, скульптура тума — ачасем те хаваспах хутшăнчĕç. Командăсем уйри курăк-чечекрен пуç кăшăлĕ çыхрĕç, чей хатĕрлерĕç.
Конкурссенче Тутаркассисем уйрăмах маттур пулчĕç, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, иккĕмĕшĕнче — Атайкассисем, виççĕмĕшĕнче — Çĕньялсем. Вĕсене асăнмалăх дипломсем, парнесем парса хавхалантарчĕç. Фестиваль кубокĕ Тутаркасси ял тăрăхне куçрĕ.
— Ĕлĕкрех ака-сухана кăна мар, утçине те уяв пек хатĕрленнĕ, çак куна кĕтнĕ. Шел, вăхăт иртнĕ май йăла-йĕрке манăçа тухса пырать. Пĕлтĕр «Утçи» фестиваль-конкурс ирттерме сĕнтĕм. Ку енĕпе фолк-арт проект хатĕрлерĕм. Ăна ырласа йышăнни пуçарăва пурнăçа кĕртме хавхалантарчĕ. Иртнĕ çул фестивале хамăр ял тăрăхĕнче кăна ирттертĕмĕр. Кăçал ыттисем те хутшăнма кăмăл турĕç. Пирĕн тĕллев — хуçасăр юлнă пахчасене тирпейлесе йĕркене кĕртесси, çулнă курăкран тĕрлĕ скульптура туса утă паркне йĕркелесси. Кăçал çак проекта Раççейри Еленăпа Геннадий Тимченкăсен ыр кăмăллăх фондне грант илме тăратрăмăр. Укçа тĕлĕшпе пулăшсан палăртнине туллин пурнăçа кĕртме май пулĕ. Ун чухне «Утçи» фестивале республика шайĕнче те йĕркелеме пултарăпăр, — пĕлтерчĕ Атайкассинчи культура çурчĕн заведующийĕ Ирина Беспалова.