Комментировать

30 Июн, 2017

«Артистăн кун кĕнекине çырмалла»

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунĕнче, Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕсене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал çак хавхалантарăва 21-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Анна Кудряшова та пур. Премие вăл литература, культура тата искусство енĕпе «Пихампар чунĕ манра» спектакльти тĕп роле — Чиперпие — калăпланăшăн тивĕçнĕ.

Турцири конкурса хутшăннă

Анна Мускавра çуралнă, ачалăхĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче иртнĕ. Вăл пĕчĕк чухнех юрлама юратнă, фольклор ушкăнне çÿренĕ, 10 çулта Турцире иртнĕ конкурса хутшăннă. 4-мĕш класс пĕтерсен амăшĕ сĕннипе Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицей-интерната вĕренме кĕнĕ. Унта вăл юрă-кĕвĕ тĕнчипе тата çывăхрах паллашнă, тĕрлĕ музыка инструменчĕ калама вĕреннĕ. 9-мĕш хыççăн Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăс пухма тытăннă. Диплом илсен Аннăна пурнăçра темĕн çитмест пек туйăннă. Вăл тусĕпе Александра Максютовăпа Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне «Актер искусстви» специальноçа вĕренме кĕмешкĕн шухăшланă. «Институт умĕнче халăх лăк тулличчĕ. Черет пысăккипе эпир пĕрремĕш кун кĕреймерĕмĕр. Тĕрĕссипе, эпĕ лайăх хатĕрленменччĕ те. Хам пĕлнĕ сăвă-юптарăва каласа кăтартрăм. Валерий Яковлев ушкăнне лекнĕшĕн чунран савăнатăп. Пĕрремĕш роль «Пĕртен-пĕрскерĕм» спектакльти Виолетта сăнарĕ пулчĕ», — студент çулĕсене аса илчĕ Анна.

 Театр артисткине музыка пĕлĕвĕ чылай пулăшнă. Аннăн шухăшĕпе, хальхи артистăн сцена çинче выляма çеç мар, юрлама та, ташлама та пĕлмелле. «Театрта юрă-кĕвĕпе çыхăннă рольсене час-часах шанса параççĕ. «Пихампар чунĕ манра» спектакльте парти нумай. Нотăсене пĕлни вĕсене хăвăртрах астуса юлма пулăшрĕ», — каласа кăтартрĕ артистка.

Урăх пьесăпа арпаштарнă

Анна Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 2011 çултанпа ĕçлет. Вăл опыт çулран-çул хушăн-нине, рольсене чун витĕр кăларнине туять. «Авланатăп, эпĕ авланатăп» спектакльти Козулина питĕ тирпейлĕ хĕрарăм. «Мана сывлăхлă арçын кирлĕ» тесен залра пĕри апчхулатрĕ. Эпĕ: «Тĕрĕс, мана шăп çавăн пекки кирлĕ», — терĕм. Сăмахсене манни те пулать. «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» спектакльте манăн кулиса хыçĕнчен пĕр черкке шыв илсе тухмаллаччĕ. Пăхатăп та — вăл çук. Пурте унталла-кунталла чупаççĕ, никам та черкке ăçтине пĕлмест. Сцена çине тухрăм та пĕр иккĕленмесĕр: «Çук», — терĕм. Партнер ман çине кулса пăхрĕ çеç, куракан вара çав самантра черкке йăтса тухмалла пулнине, тен, сисмерĕ те. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.