Комментировать

26 Июн, 2017

Çĕнтерĕве чăваш та туптанă

Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕлесе çапăçу хирĕнче пуç хунă паттăрсен ячĕ — вилĕмсĕр. Хаяр тăшмана çапса аркатнă хыççăн ĕнерхи салтаксем мирлĕ пурнăçра кĕрешĕве малалла тăснă — çĕршыва ура çине тăма пулăшнă. Çĕнтерĕве тылра та туптанă. Сăваплă çак ĕçрен, паллах, Чăваш Ен те юлман. Вăрçă пĕрремĕш кунĕнченех, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче усал тăшман тапăнса кĕрсен, республика çыннисем ыттисемпе танах тăван çĕре хÿтĕлеме кар тăнă.

Чăваш Республикине, сăнаса пăхмасан, Раççей картти çинче тÿрех тупма та çук — лаптăкĕпе пысăк мар вăл. Анчах та фашизма çĕнтерес ĕçе пысăк тÿпе хывнă республикăра пурăнакансем.

Промышленноç

Пĕтĕм промышленноçа çар ыйтăвĕсене тивĕçтерме улăштарма тытăннă. Анчах та çакна тума çăмăл пулман — квалификациллĕ рабочисем çитмен, чылайăшĕ тÿрех фронта хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнă-çке. Республикăна çавăн пекех кĕске вăхăтра çĕршывăн анăçри районĕсенчен 20 заводпа цехсене куçарнă. Вĕсемпе пĕрлех рабочисем те çемйисемпех куçса килнĕ. Çапла майпа 10 çĕнĕ предприяти уçăлнă — электроаппарат завочĕ /вăл Харьковран куçса килнĕ/, пир-авăр 5 фабрики, табак, атă-пушмак, чăлха-нуски, хăю тĕртекен фабрикăсем... 1942 çул тĕлне промышленноç çар ыйтăвне тивĕçтерме йăлт хатĕрленсе çитнĕ.

Тĕрлĕ енлĕ ĕçлесе завод- фабрика хăватне те ÿстерме пултарнă. Калăпăр, Канашри вакун юсакан завод, 1940 çулхипе танлаштарсан, вăрçă вĕçленнĕ тĕле пилĕк хут ытларах ÿсĕмпе ĕçленĕ — унта вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕн саппас пайĕсене кăларнă. Улатăрта артиллери снарячĕсен пайĕсене хатĕрленĕ, Куславккапа Çĕмĕрлене эвакуациленнĕ авиаци завочĕсенче санитари самолечĕсем пухнă. Пурĕ Чăваш Енре вăрçă çулĕсенче çĕршыв шайĕнчен пуçласа района пăхăнаканни таран 93 предприяти хута янă.

Донецкра тата Мускав çывăхĕнче çĕр кăмрăкĕ кăларма вăхăтлăха чарăннине пула Оборона патшалăх комитечĕ вутă-шанкăпа тивĕçтерме Чăваш Ене план панă. Ентешĕмĕрсем çак тивĕçе чыслăн пурнăçланă — вăрман промышленноçĕ çине тăрса ĕçленипе Хусан чукун çулĕ тата ытти предприяти чăхăмламан. Çакăншăн Чăваш Республикине асăннă ведомствăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавĕпе чысланă.

1941 çулхи кĕркунне республика йĕлтĕрсемпе çунасем тăвас енĕпе план илнĕ. 1942 çулта, 1940-мĕшрипе танлаштарсан, йĕлтĕр 50 хут ытларах кăларнă. Ытти плана та вăхăтра пурнăçланă. Калăпăр, электроаппаратура заводĕнче танк тата авиаци завочĕсене кирлĕ япаласемпе тивĕçрес енĕпе плана 160-170 процент ирттерсе тултарнă. 1944 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче завода Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Е.Дмитренко слесарь 12 çынна кăткăс специальноçпа хатĕрлесе çитернĕ. Хăй 5 çулхи план нормине пурнăçланă. Çакăншăн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Н.Королев фрезеровщик плана 500 процент ытла ирттерсе тултарнă. Канашри ва-кун юсакан заводра 1619 стахановецпа 700 ударник пулнă.

Вăрçа тухса кайнă ашшĕсемпе пиччĕшĕсен вырăнне çамрăксем тăнă. ФЗУ шкулĕсем вĕсене кĕске вăхăтра професси илме пулăшнă. Вăрçă çулĕсенче хăйсене шеллемесĕр тăрăшнăшăн Чăваш Ен 300 ытла рабочийĕ тĕрлĕ орден-медале тивĕçнĕ, 2 пин ытла çынна “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медальпе хавхалантарнă, нумай çынна ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

Ял хуçалăхĕ

Çапăçу хирĕнче уйрăмах йывăр килни каламасăрах паллă. Анчах та вĕсене тылра юлнă тăванĕсен тăрăшулăхĕ, ĕçченлĕхĕ те тăшмана çапса аркатма малалла чĕннĕ. Ял хуçалăхĕнче те çăмăл пулман. Опытлă ертÿçĕсем, кадрсем вăрçа тухса кайнă. Трактор-машина та, лашасем те унтах ăсаннă. Ака- сухана мăйракаллă шултра выльăха кÿлме пуçланă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе колхозниксем ĕççи вăхăтĕнче талăкĕ-талăкĕпе хиртен кĕменни те пулнă. Аслисенчен шкул ачисем те юлман.

Колхоз ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех çынсем оборона сооруженийĕсем, аэродромсем, çулсем тунă çĕре хутшăннă. 1941, 1942 çулсенчи шартлама сивĕре Сăр хĕрринче хÿтлĕх линийĕ йĕркелес енĕпе кунсерен 35-110 пин колхозник тăрăшнă. Ял çыннин ĕçченлĕхне пулах фронта çăкăрпа, пахча çимĕçпе, какайпа, çупа вăхăтра тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне чăваш хĕрарăмĕсем тумтир та янтăланă. Пуçĕсенче вăрттăн шухăш та пулнă — тен, шăпах çывăх çыннине лекĕ те юратакан çын алли хатĕрленĕ çи-пуç сивĕре ăшăтĕ, тен, киле те чĕрĕ сывă çаврăнса çитме пулăшĕ. Вăрçă çулĕсенче Чăваш Ен фронта валли 2 пин ытла кĕске кĕрĕк, 25 пин ытла кăçатă, 84 пин алса, 12 пин ытла мăшăр аялти ăшă çи-пуç ăсатнă. Ял хуçалăхĕнчи ăнăçушăн Чăваш Ен Оборона патшалăх комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне икĕ хутчен тивĕçнĕ. Çавăн пекех региона укçа-тенкĕпе те хавхалантарнă. Колхозниксем те, рабочисем пекех, патшалăх тĕрлĕ наградине тивĕçнĕ.

Самолет та, танк та, пуйăс та...

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тăрăшнисĕр пуçне уйрăм тĕслĕхсемпе те палăрнă çынсем. Нумайăшне Сарă ту колхозникĕн Ф.Головатовăн тĕслĕхĕ хавхалантарнă. Ун хыççăнах çынсем фронта валли хăйсен укçи-тенкине пама пуçланă. Улатăр районĕнчи “Красный луч” колхозникĕ Андрей Сарсков паллă летчика, Совет Союзĕн Геройне Ф.Орлова 100 пин тенкĕ тÿлесе çар самолечĕ туянса панă. Елчĕк районĕнчи Абдул Гаязов колхозник тăшмана аркатма тепĕр ентешĕмĕре Александр Кочетков Героя самолет парнеленĕ — 105 пин тенкĕлĕх. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.