Комментировать

24 Июн, 2017

Тепре тӗл пуличчен, "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем"!

Республика кунне илем кӳрекен самантсенчен пӗри - "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль. Халӑх юратӑвне ҫӗнсе илнӗскере Шупашкар ҫыннисем, хӑнисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртнӗ фестивале Раҫҫейӗн 26 регионӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Ене Китайран та сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Фестиваль ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчӗ. Паян Хӗрлӗ тӳремре "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсен" гала-концерчӗ иртрӗ. 

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивале хутшӑнакансем Шупашкар урамӗсем тӑрӑх утса хӑйсен наци тумӗн илемӗпе, юрри-ташшипе халӑха тӗлӗнтереҫҫӗ. Паян тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗп хулари Наци библиотекин скверӗнчен Хӗрлӗ тӳреме ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне республика хӑнисем тӗп хулари "Лакрей вӑрманӗнче", "Шупашкар: 500 ҫул" культурӑпа кану паркӗнче,"Шупашкар" суту-илӳ ҫурчӗ, "Салют" культура керменӗ, Шупашкарти ӳнер училищи умӗнчи лапамсенче халӑха хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.    

Хӗрлӗ тӳремре 2 кун кӗвӗ-ҫемӗ хуҫаланчӗ. Тӗрлӗ халӑх юррисем Атӑл тӑрӑх инҫе-инҫе саланчӗҫ. Тепре тӗл пуличчен, "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем"!

Сара БАМБУШЕВА, Элиста хулинчи "Джангр" ташӑ ансамблӗн хастарӗ:
- Шупашкарта республика кунӗнче иртекен Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале 2 ҫул каялла хутшӑннӑччӗ. Кӑҫал та Чӑваш Ене килме май пулчӗ. Эпӗ "Джангр" ансамбле 4 ҫул ҫӳретӗп.  Ҫакна палӑртам: унта ташлакансем профессионал мар. Пире пурне те ташлама юратни пӗрлештерет. Эпӗ, сӑмахран, Саратоври пӗр аслӑ шкулта юриста вӗренетӗп. Май пулсанах тӑван тӑрӑха ҫитме, репетицие ҫӳреме тӑрӑшатӑп. "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале хутшӑнас тесе экзаменсене маларах патӑм. Ансамбле ҫӳрекен ытти студентсем те сессие маларах вӗҫленӗ. Хӑшӗ-пӗри кунта - пӗрремӗш хут. Вӗсем Шупашкар илемӗпе киленчӗҫ, хула таса пулнинчен тӗлӗнчӗҫ. Чӑваш Енре тарават, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑнни куҫ кӗрет: пире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Фестиваль те хӑйӗн мӑнаҫлӑхӗпе тӗлӗнтерет. Вӑл ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Чӑннипе, кунашкал мероприятисем ирттерни пӗлтерӗшлӗ: тӗрлӗ халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе паллашма май пур. Кунта татах та килессе шанатпӑр. Чӑваш Енре пурӑнакансене уяв ячӗпе саламлатӑп. Регион малашне те аталантӑр, хӑнасене яланах тарават йышӑнтӑр.
Рубрика: