Комментировать

23 Июн, 2017

Шупашкарта "Руç ăстисем" конкурс 15-мĕш хут уçăлчĕ

Паян, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурс 15-мĕш хут уçăлчĕ. Пирĕн тăрăха çĕршывăн 19 регионĕнчен 39 маçтăр килсе çитнĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енри 20 ăста хăйĕн пултарулăхне кăтартма кăмăл тунă. Тĕрленĕ, тĕртнĕ, çыхнă, йывăçран касса кăларнă, ÿкерсе сăн кĕртнĕ, хурăн хуппипе, ÿсен-тăран материалĕсемпе усă курнă, вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ, тимĕртен, пир-авăртан, тăмран, татăк-кĕсĕкрен ăсталанă ĕçсене 12 номинаципе хаклĕç. Кăçалхи конкурса Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.

ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ăстасене ăнăçу суннă май Чăваш наци музейĕн картишне пултарулăх центрне çавăрма палăртни çинчен каларĕ. Çакăнта маçтăрсен япалисене сутĕç, республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхăн юрри-кĕвви янăрĕ. Унсăр пуçне ĕлĕкхи тата хальхи наци тумтирĕпе киленме май килĕ.

Краснодар тăрĕнчен килнĕ Елена Алферова патĕнче Китай хăнисем чарăнчĕç. Вĕсем куккурус пучахĕнчен çыхнă карттуспа интресленчĕç. Елена Александровна "Руç ăстисем" конкурса 4-мĕш хут хутшăнать. Унăн юлташĕ Ирина Агаева пирĕн тăрăхра 8-мĕш хут хăналанать. Смоленск облаçĕнчен çитнĕ Георгий Бажин илемлĕ литературăри, юмахри, ваттисен сăмахĕсенчи сăнарсене йывăçран касса кăларнă. Лариса Цветкова /Коми Республики/ çăпата çыхать. Хăйсен тăрăхĕнче çак хатĕре черет тăрсах туянаççĕ-мĕн. "Шупашкара пĕлтĕр чунран юратрăм. Пурăнмалли вырăн пулсанах пĕр шухăшламасăр юлăттăм çакăнта", — терĕ Пермь тăрăхĕнчен çитнĕ Константин Медведев. Ольга Жихор /Курск облаçĕ/ усал-тĕселтен упракан пуканесем хатĕрлет. Елена Маркова /Мускав/ сумкăран пуçласа кĕпе таранчченех тĕртет. Çак ăсталăха ачасене вĕрентерт. Сергей Павлов тимĕрçĕ /Чулхула облаçĕ/ йăх йывăçĕ тума пуçланă.

Наталья БЕЖЕНЦЕВА, Людмила АВВАКУМОВА /Новосибирск хăнисем/:

— Кăçал "Руç ăстисем" конкурса хутшăнма ĕлкĕреймерĕмĕр. Маçтăрсен ĕçĕсемпе киленмешкĕн ятарласах çула тухрăмăр. Пурте хăйне май пултаруллă, мухтава тивĕçлĕ. Çитес çулсенче хамăр ĕçсемпе паллаштарăпăр. Пуйăсран тухсанах Шупашкарăн паллă вырăнĕсемпе паллашма пуçларăмăр. Пур çĕрте те хăтлă, тирпейлĕ. Тавах пире ăшшăн йышăннăшăн.

Рубрика: 
Теги: