Комментировать

23 Апр, 2014

Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи

Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿллĕ, тивĕçлĕ шайра пăхса ÿстерес ĕçре тăван чĕлхене вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен сăмах йышне пуянлатасси - тăван чĕлхе вĕрентес ĕçĕн тĕп тĕллевĕсем. Çав тĕлĕшпе «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă тÿпи çав тери пысăк: ача яланах çĕннине, урокра вĕрентменнине, пĕлме тăрăшать. Кăсăк та шÿтлĕ ыйтусем ачасен пуплев культурине ÿстерме пулăшаççĕ, сăмахсемпе тата фразеологизмсемпе, грамматика формисемпе тата синтаксис конструкцийĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ. Вăйă-конкурс тăван чĕлхемĕре хисеплеме, унăн техĕмне туйса илме хăнăхтарать.

Кăçал «Чĕвĕлти чĕкеç» вун пĕрмĕш хут иртрĕ. Конкурса хутшăнакансен хисепĕ кашни çулах ÿссе пыни пире савăнтарать. Чĕлхемĕр пуянлăхне алла илме урокра вĕрентни кăна çителĕксĕр, класс тулашĕнче ирттерекен тĕрлĕ ĕç те ачасене чĕлхене вĕренсе пыма, унпа пуплевре пĕлсе тата вырăнлă усă курма пулăшать. Тăван чĕлхене ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле тесе ахальтен каламаççĕ.

Конкурс «Чĕвĕлти чĕкеç» ятли те ăнсăртран мар. Чĕкеç – илемлĕ, ырă кайăк, чăваш ăна мĕн ĕмĕртен хисепленĕ, кăмăлланă. Ваттисен сăмахĕсенче чĕкеçе час-часах асăнаççĕ, «Чĕкеç ятлă пулмасан та чĕкеç чĕлхиллĕ пул», - теççĕ, «Чĕкеç чĕлхине савалама кирлĕ мар», «Чĕкеç йăвине ватакан çын ачисем селĕп пулаççĕ», «Чĕкеç – кун пуçлакан кайăк, шăпчăк – кун вĕçлекен кайăк», «Юратнă хĕр чĕкеç пек, юратманни çăхан пек», «Чĕлхеллĕ чĕкеç шăпчăкран ирттернĕ», «Чĕлхе çинчи сăмах чĕкеç пулса вĕçет», «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» тенисем те пур.…

«Хыпар» хаçатăн 46-47-мĕш номерĕсенче «Сăмах пултăр татăклă...» статьяра «Чĕвĕлти чĕкеç» пирки статья тухнăччĕ. Ашшĕ-амăшĕ те конкурспа кăсăкланни, вăйă ыйтăвĕсене тишкерни пире малалла ĕçлеме хавхалантарать, йăнăш-кăлтăк пуласран асăрханма хистет.

Асăрхаттарусем патне куçăпăр. Хурав варианчĕсене А, Б, В,Г,Д сас паллисемпе палăртни авторсем чăваш алфавитĕнче Ă сас палли те пуррине маннипе çыхăнман. Конкурса пуçласа ярсанах хурав варианчĕсене палăртма А, Ă, Б, В, Г сас паллисемпе усă курнăччĕ, анчах тестсене Киров хулинче «Русский медвежонок» хуравĕсене хаклакан программăпа тĕрĕсленĕрен техника чăрмавĕсем сиксе тухрĕç. Çавна пула Ă сас паллине хурав варианчĕн паллисен шутĕнчен кăларма лекрĕ.

Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă авторĕсем шухăшласа кăлармаççĕ, тавлашу ан çураттăр тесе халăхра çеç çÿрекен тĕслĕхсене те вăййа кĕртмеççĕ. Ыйтусене халăх сăмахлăхĕн пуххисенчен çырса илнĕ тĕслĕхсем çине таянса йĕркелеççĕ. «Пăшăлтатать, шăкăлтатать, анчах хыттăн калаçмасть» тупмалли юмахăн тупсăмĕ – чуста. Ку тупмалли юмах - «Чăваш халăх сăмахлăхĕ. V том. Вак жанрсем» кĕнекери /Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 1984/ 229-мĕш страницăран. Статьяра асăннă хĕвел хĕрелни çинчен калакан сăнава 128-мĕш страницăран çырса илнĕ.

Чăнах та, чăваш халăх сăмахлăхĕнче ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, сăнавсемпе паллăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Хут пĕлмен чăвашсем сăмахри сасăсен янăравлăхĕпе килĕшĕвне аван туйнă, çавăнпа конкурсри ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене пĕлсех каймасан та сасă янăравлăхне шута илсе ыйтăва тĕрĕс хуравлама пулать. Çав вăхăтрах тĕслĕхĕ те ятарласа вĕренмесĕрех ача пуçĕнче çырăнса юлать.

18-мĕш ыйту хальхи ачасемшĕн, тен, йывăртарах пулĕ. Ăна хисепе палăртакан улттă «шесть» тата япалана пĕлтерекен ултă «ластовица» /син. кĕштек/ сăмахсем çине таянса йĕркеленĕ. Чĕлхе пĕлĕвĕнче пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмаха омоним теççĕ, вĕсем çинчен 5-мĕш класрах вĕрентеççĕ. Чăваш кĕпи пайĕн ячĕсене тăван ен культурин урокĕсенче 6-мĕш класра тишкереççĕ /Елена Енькка 6-7 классем валли хатĕрленĕ «Родной край. Материальная и духовная культура чувашского народа XII-XIXвв.» вĕренÿ пособине пăхăр/. Вăйă ыйтăвĕсенчен чылайăшне ÿсен-тăран, чĕр чун, апат-çимĕç, тумтир, ĕç хатĕрĕсен ячĕсене чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла куçарма сĕннипе, вĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарассипе хайланă. Юлашки вăхăтра пирĕн чĕлхере пулнă çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, кивелнĕ сăмахсене шута илсе йĕркеленĕ ыйтусене те ачасем хавхалансах хуравлаççĕ пулĕ тетпĕр.

«Чĕвĕлти чĕкеç» ыйтăвĕсен тепĕр авторĕ хатĕрленĕ 12-мĕш ĕç çинче те кĕскен чарăнса тăрăпăр. Тимĕр сăмахăн тÿрĕ пĕлтерĕшĕсене мар, тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ тĕслĕхсен шутне палăртма ыйтать кунта ĕçтешĕм. Тимĕр йытă сăмах майлашăвĕн пĕлтерĕшĕ вара куçăмлă та пулма пултарать. Ку ыйтăва, чăнах та, урăхларах та йĕркелеме пулать, çапах та пултаруллă ачасем тавçăрса илчĕç пулĕ тетпĕр. Чылай ыйтура пĕлÿлĕх çеç мар, ытарлăхпа шахвăрту пуррине те асра тытмалла.

Вăйăра мала тухма йывăр пулнинчен пĕртте хăрамалла мар. Пурте хуравлама пултаракан ыйтусенчен хатĕрленĕ конкурсăн усси те çук. Нумайăшĕ çĕнтерÿçĕ пулайсан çĕнтерĕвĕн техĕмĕ чакать. Конкурса ертсе пыракансем те ыйту авторĕсенчен йывăртарах ыйтусем кĕтеççĕ. Тата çакна та палăртмалла: конкурсăн тĕп тĕллевĕ чăвашла лайăх пĕлекен ачасене тупса палăртасси мар, вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, вĕсен сăмах йышне пуянлатасси. Пĕр-пĕр ыйтăва ача паян хуравлаймарĕ пулсан та темех мар, чи кирли – çав сăмахпа ыран усă курма пултартăр.

Ку вăйă пуриншĕн те усăллă пуласса шанас килет, вĕрентекене – кăсăк урок ирттерме, вĕренекене – пĕлĕвне çирĕплетме, пултарулăхне тĕрĕслеме, çитес конкурса хатĕрленме, ашшĕ-амăшне – тавра курăмне пуянлатма, ачисемпе хăйсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме. «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă çавăн пекех вĕренекенсене тăван чĕлхе наци культурине палăртакан пахалăх пулнине ăнланма, чĕлхере халăхăн аваллăхĕ, шухăшлавĕпе тĕнче курăмĕ, йăли-йĕрки çырăнса юлнине курма, чĕлхемĕрĕн хăйне евĕрлĕхне ăша хывма пулăшатех.

Вăййа ирттернĕ хыççăн кашни çулах кĕнеке кăларатпăр. Унта ыйтусене кĕртетпĕр, ачасем хăйсен пĕлĕвне çăмăллăнах тĕрĕслеме пултарччăр тесе ыйтусен хуравĕсене илсе паратпăр. Хуравсене туллин ăнлантарса пани ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тата çитес конкурса хатĕрленме май парать, тăван чĕлхене хисеплеме, унăн илемлĕхне туйма хăнăхтарать. Юлашки вăхăтра пĕлĕве тестсем урлă тĕрĕслесси анлă сарăлнине шута илсен те асăннă ĕç усăллă пуласса шанас килет. Тестсемпе ĕçленин лайăх енĕ чылай, вĕренекенсен пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсене хăвăрт хаклама, вĕсен нумай пĕлес туртăмне аталантарма пулăшать, ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать, шухăшлама вĕрентет, вĕрентекен ĕçне çăмăллатать. Кĕнекере çавăн пекех çĕнтерÿçĕсене хавхалантарас тесе вĕсем хăш шкулта тата класра вĕреннине палăртатпăр, хуравсен статистикине илсе паратпăр, çитес конкурса хатĕрленме пулăшакан литературăпа паллаштаратпăр.

«Хыпарта» маларах асăннă статья пичетленсе тухни «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн çеç мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те кăсăклă пулнине ĕнентерет. Шел те, хальлĕхе ашшĕ-амăшĕпе ачисене пĕрле ĕçлеме май паракан чăвашла кĕнекесем çукпа пĕрех. Ачăрсемпе пĕрле шутлăр, пĕр-пĕринпе ăмăртăр, çитес конкурса хутшăнма хавхалантарăр. Ыйтусем е асăрхаттарусем пулсан chuvlastochka@mail.ru электрон адреспа çырса ярăр, эпир сире хаваспах хуравлăпăр. Ашшĕ-амăшĕ чĕлхене сыхласа хăварма тăрăшсан - эпир, чăвашсем, пĕтместпĕр-ха. Тăван чĕлхемĕр те, чĕвĕлти чĕкеç чĕлхи, çĕр çинчен çухалмастех.

 

Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.