Комментировать

23 Апр, 2014

Суя свидетельство вĕт!

Çын çав документа суда тăратма хăйнă та - чăннипех тĕлĕнмелле. Пурăнмалли çуртăн патшалăх регистрацийĕн свидетельстви суя пулнине Росреестрăн республикăри управленийĕн сотрудникĕсем суд процесĕнче тупса палăртнă.

- Çакнашкал сĕмсĕрлĕх, чăнах та, тĕлĕнтерет, - терĕ кун пирки управленин право тивĕçтерĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Захарова. - Ятарлă бланкпа хатĕрленĕ çак свидетельствăна Федерацин регистраци службин Чăваш Енри управленийĕ 2002 çулта панă имĕш. Анчах çак управление 2005 çулхи кăрлачра тин йĕркеленĕ. Регистратор хушаматне палăртнă: вăл вара çав вăхăтра регистратор тивĕçĕсене пурнăçламан, апла тăк кунашкал документа алă пусма пултарайман. Патшалăхăн правасен пĕрлехи реестрĕнчен те курăнать: асăннă сериллĕ свидетельствăна урăх çынна куçми пурлăхăн пачах урăх объекчĕ тĕлĕшпе панă. Документ суя пулнине ĕнентерекен ытти самант та пур. Çавна май ку пăтăрмах çинчен право хуралĕн органĕсене пĕлтертĕмĕр.

Акă мĕншĕн Росреестр управленийĕ куçми пурлăх туянакан çынсене хайхи пĕрлехи реестр кăтартăвĕсене ыйтса илме сĕнет. «Сутакан çын хваттер свидетельствине кăтартрĕ тĕк - кунпа кăна ан çырлахăр. Хут çине çырса хатĕрленĕ свидетельство ăна панă вăхăт тĕлне кăна вăйра. Ыранах хваттере арестлеме е банка салука хывма пултараççĕ, эсир вара çавнашкал хваттере туяннă май çав улшăнусем пирки пĕлместĕр те. Çавăнпа пирĕн пата килме, выписка ыйтма сĕнетпĕр - унта юлашки кăтартусем пулĕç», - терĕ управлени ертÿçин çумĕ Татьяна Васильева.

Иртнĕ çултан тытăнса ЕГРПран куçми пурлăх прави куçни çинчен çырса илнине те параççĕ. Урăхла каласан хваттерĕн хальхи хуçине кăна мар, ун умĕнхи хуçисем çинчен те пĕлме май пур. Асăннă кăтартусене Росреестр порталне кĕрсе электрон мелĕпе те илме пулать.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.