Комментировать

23 Июн, 2017

Урай Макаçра 13 ялтан вăрçа хутшăннисен ячĕпе çĕнĕ постамент уçăлнă

Ĕнер Шупашкар районĕнчи Урай Макаç ялĕнчи «Астăвăм» мемориал комплексĕнче çĕнĕ постамент уçăлнă. Пысăках та мар, пĕчĕкех те мар çак ялта Астăвăм аллейине вырăнти хастарсем унчченех йĕркеленĕ. Çулсем иртнĕ май ăна пăхса-йĕркелесе тăнипех çырлахман, малалла аталантарнă. 

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче мемориал комплексне Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регионти хастарĕсемпе вырăнти ÿркенмен маттурсем хăтлăх кĕртнĕччĕ. Вĕсем унта чăрăш, туя, жасмин тата сирень лартнăччĕ. Пĕлтĕр ял çыннисем Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчен таврăннисене хисеплесе постамент вырнаçтарнă. Хыснаран укçа ыйтмасăр, халăхран пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă укçапа тата уçă кăмăллă организацисем пулăшнипе. Ĕçе Христофор Макаров хастар йĕркелесе пынă.

Шупашкар районĕнчи "Тăван Ен" хаçат пĕлтернĕ тăрăх, вăрçăра вилнисене асра тытнине палăртса ĕнер вырăнти мемориал комплексĕнче çĕнĕ палăк уçнă. Вăл - Урай Макаç çыннисене çеç мар, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине Çĕнĕ Шупашкар тата хими комбиначĕ тунă чух çĕр пичĕ çинчен çухалнă 13 ялтан тухса кайнисене сума сунине кăтартакан астăвăм палли.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: