Комментировать

22 Июн, 2017

Хуçи кам?

Право органĕ Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхне ертсе пынă пуçлăх тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ.

Тĕпчев палăртнă тăрăх, 2008 çулта пуçлăх суя документ хатĕрленĕ: 1999 çулта Кăшавăш ял тăрăхĕн администрацийĕн йышăнăвĕпе Михайлова /хушаматне улăштарнă\ Шупашкар районĕнчи Кăрмăш ялĕнче 0,29 гектар çĕр уйăрнă-мĕн. Хушма хуçалăха аталантармашкăн лаптăка харпăрлăха куçарма ирĕк панă. 2009 çулта çĕнĕ хуçа суя хутсемпе усă курса участока савăнсах харпăрлăха куçарнă. Тĕрĕссипе 2001 çулхи çĕртме уйăхĕнчех асăннă лаптăк еткерлĕхпе урăх çынна куçнă-мĕн. Çĕрсĕр юлнине сиссе те юлайман вăл. Çапла майпа Михайлова 185 пин тенкĕлĕх тăкак кăтартнă.

2016 çулта суд ултавçăсене тăрă шыв çине кăларнă. Çĕре чăн хуçине тавăрса панă. Пуçлăхăн вара явап та тытма тивет.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.