Комментировать

16 Июн, 2017

Хăнасене кĕтсе илме

ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче Республика кунне хатĕрленсе халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале йĕркелекен комитетăн ларăвĕ иртнĕ.

Шупашкарта тĕнчери хальхи этнос культурине халалласа Пĕтĕм Раççейри наука-практика конференцийĕ иртмелле, ЧР информаци туризмĕпе культура центрĕ уçăлмалла. Малтанласа палăртнă тăрăх, уява халăх пултарулăхĕн 55 коллективĕ, çĕршывăн 37 регионĕпе Беларуç тата Китай Халăх Республикинчен 39 ал ăсти хутшăнмалла. Хăнасен шучĕ 2500 çынна яхăн пулмалла, 6000 ытла артиста кĕтсе илмелле.

Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XXV фестивалĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре уçăлать.

Аса илтерер: Республика кунĕнче хăнасене кăçал Шупашкарпа пĕрле Пăрачкав районĕ те йышăнать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.