Комментировать

20 Июн, 2017

Çĕршыв хăватне çĕклекенсем патшалăх премине тивĕçрĕç

«Сирĕн ĕçсем питĕ хăйне евĕрлĕ, вĕсем наци культурин аталанăвне вăйлатакан, çĕршывăн оборона хăватне ÿстерекен никĕс пулса тăраççĕ». Çак сăмахсем республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсен ĕç-хĕлне хак парса каланăскерсем. 2016 çулшăн Патшалăх премине илме тивĕç пулнă ĕçсем — Зоя Филиппова Хветĕр Уярăн «Шурча таврашĕнче» вырăсла куçарнă романĕ /литература тата искусство енĕпе/, «Чăваш Республикин археологи картти» /гуманитари ăслăлăхĕсен енĕпе/ тата «Элара» комплекс коллективĕн вертолетсем валли туса хатĕрленĕ индикаторĕ /естество тата техника наукисен енĕпе/ — республикăшăн çеç мар, Раççейшĕн та, ют патшалăхсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Михаил Игнатьев Пуçлăх Зоя Васильевнăна нумай çул çĕршывра, чикĕ леш енче пурăнакансене чăваш çыравçисен хайлавĕсемпе паллашма май туса панăшăн уйрăмăн тав турĕ, малашне те ку енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыма ырă сунчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн специалисчĕсен ушкăнĕ «Чăваш Республикин археологи карттине» хатĕрлесе кăларма Атăлçи историйĕпе çыхăннă виçĕ пин ытла сведени пухнă, ÿкерчĕксемпе иллюстрацисем хатĕрленĕ. Шупашкарти Г.А. Ильенко ячĕллĕ «Элара» ăслăлăх-производство комплексĕн ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ МИ-35М вертолетсем валли индикатор шухăшласа кăларас ĕçе 2014 çулта пуçăннă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăсчахсем вăхăт тата самана ыйтнине туллин пурнăçлама вăй-хал, ăс-тăн çитернине палăртрĕ. «Çакă пире малашлăха шанма май парать, эпир йывăрлăхсене çĕнтерме, чăрмавсене сирме пултарнине çирĕплетет», — терĕ.

Рубрика: 
Теги: