Комментировать

20 Июн, 2017

Тюменьри йăхташсем ытти халăха тĕлĕнтернĕ

Облаçри чăвашсене альманахăн пĕр номерне халалланă

Чăваш ялĕсенче мĕн авалтанпах нимелле ĕçленĕ: кÿршĕ-арша пысăк йышпа çĕнĕ пÿрт хăпартма пулăшнă. Малтан пĕрин валли лартнă, унтан — теприн валли… Çапла пурăнмалли кĕтес кирлисем ял тăрăшнипе хăвăртах çурт-йĕрлĕ пулнă. Пысăк ытти ĕçе те ниме мелĕпе пурнăçланă.

«Тăван» çывăх тăван пекех

«Çак йăла-йĕркене Тюменьре «Туслăх кĕперĕ» фестивальте ирттерчĕç. Ираида Маслова чăваш бизнесменĕсем патне маларахах шăнкăравларĕ, çамрăк арçынсене илсе килме тата вĕсене пуртăпа тивĕçтерме ыйтрĕ. Владимир Логинов яла вăрман илсе килессине йĕркелерĕ. Килнĕ арçынсене наци кĕпи тăхăнтартрĕç, пиçиххи çыхтарчĕç. Палăртнă вырăнта ĕç вĕреме пуçларĕ: пĕрисем пĕренесене якатаççĕ, теприсем касаççĕ, турпас «вĕçет» кăна, çав хушăрах ĕçлекенсем кулни-шÿтлени илтĕнет. Облаçăн вице-кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Сарычев тĕлĕнсе çапла каларĕ: «Пура куç умĕнчех ÿссе пырать». Çапах тепĕр пулăм ăна тата ытларах тĕлĕнтерчĕ: пуран тăваттăмĕш ретне хăпартсан Римма Павлова кĕлĕ вуларĕ, сумкăран кушак кăларчĕ те хăпартакан çурта кĕртсе ячĕ. Пÿрте чи малтан кушак кĕрсен унта тăнăçлăх, çителĕклĕ пурнăç тата килĕшÿ хуçаланĕ», — çапла çырнă Иван Кнапик Тюмень облаçĕн Правительстви пулăшнипе кăçал тухнă «Регионти нацисен культури» альманахра. Ăна, 128 страницăллăскере, пĕтĕмпех Тюмень облаçĕнче пу-рăнакан чăвашсене халалланă. Альманахăн тĕп редакторĕ тата проект авторĕ — Иван Кнапик.

Кăларăмра облаçра тĕпленнĕ чăвашсен историне, вĕсем çав тăрăха хăçан куçса пынине тата халĕ мĕнле пурăннине çутатнă. Несĕлĕмĕрсене пĕр чăмăра пухаканни — «Тăван» ассоциаци, çавăнпах унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. «Паян Тюмень облаçĕнче 30 пин ытла чă-ваш пурăнать. «Тăван» — облаçра чи малтан йĕркеленнĕ наци пĕрлешĕвĕсенчен пĕри. Ун хыççăн 1992 çулта тутарсем хăйсен общество организацине йĕркелерĕç, каярахпа — ыттисем. 2005 çулта облаçра наци пĕрлешĕвĕсен шучĕ 26-а çитрĕ: «Тăванăн» ырă тĕслĕхĕ витĕм кÿчĕ пулинех! Чăваш-сем пурăнакан кашни районпа хуларах ассоциацин пуçламăш организацийĕ пур. Вĕсенчен пĕрне, Муравленко хулинчине /Ямал-Ненец автономи округĕ/, нумаях пулмасть йĕркеленĕ. Пуçламăш организацисем çамрăксене чăваш чĕлхипе тата культурипе паллаштараççĕ, наци уявĕсене ирттереççĕ, тăван халăхăн йăли-йĕркине аталантарма ăнтăлаççĕ. Хăйсен пĕтĕм ĕçне Чăваш Республикипе çыхăнтараççĕ. «Тăван» ассоциацие Ираида Маслова ертсе пырать. Вăй-халĕ тапса тăрать унăн. Ираида Николаевна нумай пуçарăва аталантарчĕ, организаци ĕç-хĕлне çĕнĕ хум кĕртрĕ: ирттерекен мероприятисен шучĕ, чи кирли — вĕсен пахалăхĕ, палăрмаллах ÿсрĕ», — çырнă альманахра федерацин Урал округĕнчи чăвашсен наци-культура тата общество пĕрлешĕвĕсен координаци канашĕн председателĕ Владимир Логинов, 2002-2009 çулсенче «Тăван» ассоциаци ертÿçи пулнăскер.

Кирек ăçта пурăнсан та…

Кăларăмра çавăн пекех «Тăван» ассоциаци ертÿçисем, унăн ĕçне халĕ пуçаруллăн хутшăнакан хастарсем, чăваш фольклор ушкăнĕсемпе /облаçра пĕтĕмпе 23/ вĕсен йĕркелÿçисем çинчен кăсăклă çырса кăтартнă. Çак статьясене вуласан унти çынсенчен тĕслĕх илес килет. Акă Анастасия Анисимова, чăваш юррисен «Çăлтăрсем» ансамблĕн йĕркелÿçи тата ертÿçи — Шупашкарта иртнĕ «Кĕмĕл сасă» фестивалĕн дипломанчĕ, облаçри «Чăваш пики-2010» конкурс çĕнтерÿçи. Темиçе юррăн сăввине хăех çырнă. Тюмень педагогика колледжне пĕтернĕскер 5 çул Анат Тавда районĕнчи Канаш ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă. Хальхи вăхăтра — «Тăван» ассоциацин вице-президенчĕ. Михаил Кузнецова вара, Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕскере тата Тюмень индустри институтĕнче вĕреннĕскере, 1992 çулта облаçри чăваш культурин центрĕн директорне суйланă. 1993 çулта вăл чăваш юррисен «Çеçпĕл» ансамбльне йĕркеленĕ, халĕ те унтах юрлать. 1999 çултанпа — Тюмень районĕн Горьковка муниципалитет йĕркеленĕвĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, ентешĕмĕрсем кирек ăçта пурăнсан та çухалса каймаççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

Унти чăвашсен хушшинче тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын нумай. Нина Бородина картинăсем тĕрлет. Нина Даниловна пушăрах вăхăт тупăнсанах аллине йĕппе çип тытать. Исет районĕнчи Солобоево ялĕнчи Валерий Прокопьев йывăçран тем те пĕр касса кăларать, пÿрт-çуртне илемлетет. Хăйĕн ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе ывăлне Дмитрие те паллаштарать. Çав ялти Татьяна Иванова сĕтел çиттисене, салфеткăсене тĕрлесе хитрелетет, теттесем, сувенирсем çыхать. 2007 çулта вăл çав япаласемпе «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурса хутшăннă, çĕнтерÿçĕ пулнă.

Бигила вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Ангелина Пыркова Татьяна Осинцева вĕрентекен ертсе пынипе «Наци костюмĕн тĕнчи» тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Вăл Першино ялĕнчи тавра пĕлÿ музейĕнче упранакан тата асламăшĕн, Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ Роза Пырковăн, кĕписене, çавăн пекех хальхи икĕ костюм пирки питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă. Ачасемпе çамрăксем хăйсен несĕлĕсен историйĕпе, йăли-йĕркипе, çи-пуçĕпе кăсăкланни питĕ лайăх-çке!

Канаш — пуласлăх утравĕ

Альманах пулăшнипе Тюмень облаçĕнчи чăвашсем пурăнакан ялсене те «çитсе килме» пулать. Анат Тавда районĕнчи Канаш ялĕ çинчен «Пуласлăх утравĕ» материалта кăсăклă çырса кăтартнă. Унта ял историйĕ пирки те, унăн хальхи пурнăçĕ çинчен те пĕлме май пур. Канаш шкулĕнче 1991 çулта чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культурин музейне уçнă. Аваллăх управçинче куравсем те йĕркелеççĕ. Облаçри чăвашсен пĕрремĕш Акатуйне шăпах Канашра 1992 çулта ирттернĕ. 1989 çулта çак ялта чăваш юррисен «Тантăш» ансамблĕ йĕркеленнĕ. Çак ушкăн облаçри районсемпе хуласенче çеç мар, Чăваш Енре те концертсем кăтартнă.

«Тăван» ассоциаци несĕлĕмĕрсен наци уявĕсемпе йăли-йĕркине — Акатуя, Кĕр сăрине, Сурхурие, нимене, чăваш туйне, салтака ăсатнине, авăн çапнине — кăтартнă чухне кирек камăн та кăмăл-туйăмĕ çĕкленет-тĕр. «Эпир кашни уявăн пĕлтерĕшне, унăн уйрăмлăхĕсемпе хăйне евĕрлĕхне, чăвашсен чун мăнаçлăхне уçса пама ăнтăлатпăр. Асăннă йăла-йĕркене халăх темиçе ĕмĕр упранă, çавна май хальхи вăхăтшăн питĕ кăсăклă. Эпир наци уявĕсене литературăра палăртнă истори факчĕсене тĕпе хурса ирттеретпĕр, ку ĕçе аслă çултисене явăçтаратпăр. Уявсене ытларах чухне Канаш ялĕнче йĕркелетпĕр, мĕншĕн тесен Чăваш Енрен çынсем чи малтан кунта куçса килнĕ, кил-çуртра тыткаламалли япалисене те хăйсемпе пĕрлех илнĕ. Вĕсемпе усă курма пăрахсан та кăларса ывăтман — çуралнă кĕтес пирки аса илтерекенскерсене шкулти музее панă», — каласа кăтартать Ираида Маслова. Малалла вулас...

 

 

 

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.