Комментировать

19 Июн, 2017

Сăхакан хур чĕпписем

Хур чĕпписем пĕр-пĕрин тĕкне сăхса татаççĕ. Чир ермен-ши вĕсене?

ИВАН.

Çакă авитаминозпа çыхăнма пултарнă. Çавăнпах апата минерал хутăшĕпе пăтратмалла. Унсăрăн хур чĕпписем çаралса юлĕç, вăйсăрланĕç.

Унсăр пуçне пĕчĕкскерсене вирус инфекцийĕ ерме пултарнă. Вĕсен каяшĕ çемçелет, сăмсинчен шĕвек юхать. Чирлисем ыттисемпе пĕр тан çитĕнеймеççĕ. Вăйсăрланнисене уйрăм хупмалла. Çийĕнчех ветеринара чĕнмелле.

Белок çитменнине пула та хур чĕпписем пĕр-пĕрне тапăнаççĕ. Çавна май вĕсене тăпăрч тата пĕçернĕ çăмарта çитермелле.

Ирĕке кăларманнисем те хаярланса сăхма хăтланаççĕ. Çавăнпах пĕчĕкскерсене, тĕслĕхрен, купăста çулçи памалла. Çак апат вĕсен организмне витаминпа тивĕçтерĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.