Комментировать

19 Июн, 2017

Ырă сăмахĕ хăйĕнчен малта пырать

Чăваш Ен тĕп хулине кунсерен çĕр-çĕр çын килет: самолетпа, пăрахутпа, пуйăспа, автобуспа... Пĕччен те, ушкăнпа та. Пĕрисем — ĕçпе, теприсем — шурă Шупашкарăн илемĕпе киленме. Чăвашлăхпа, унăн йăли-йĕркипе, республика аталанăвĕпе кăсăкланакан та нумай. Алексей Романова та, Ташкентра çуралса ÿснĕ чăваша, несĕлсен тăрăхĕ канăç паман — хăй патнех туртнă. Аслашшĕн-ашшĕн тăван кĕтесĕн таса сывлăшĕпе сывлама темиçе хут килсе кайнă вăл, кайран вара урăх чăтайман: пуçĕпех таврăннă кунта, Шупашкарта тĕпленнĕ. Пирĕн калаçу иран-тĕрĕк культурин «ытамĕнче» 40 çул ытла пурăннă йăхташăмăрпа икĕ халăх хушшинчи пĕр пеклĕхпе уйрăмлăхсем çине куçрĕ.

— Алексей Егорович, эсĕ — культуролог, вун сакăр çул каялла Ташкентри патшалăх культура институчĕн дипломне алла илнĕ. Чылай çул чăваш çĕрĕнчен аякра пурăннă.

— Икĕ халăхĕ те тĕрĕк йышĕнчен пулин те уйрăмлăхĕ пысăк. Вулакан мана тĕрĕс ăнлантăр, пĕрне хурласа теприне ырлать тесе айăплама ан тăрăштăр, анчах ыйтăва хуравласа чуна уçса çапла каланă пулăттăм: 2001-2005 çулсенчи Шупашкарпа унăн çыннисем 1970-1980 çулсенчи Ташкентпа унти тĕп наци çыннисен культура шайĕнче пурăннине тÿрех асăрхарăм. 2001 çулта чăваш çĕрĕ çине яланлăхах ура ярса пуссанах, чăваш ячĕ историпе культура пулăмĕн анлă пĕлтерĕшĕпе янăрасса, икĕ халăхĕ те пĕр тымартан пулнине пĕлсе тăрса, пĕр халăха тепринпе çыхăнтаракан тата уйăрса кăтартакан енсене курасса кĕтнĕччĕ-шаннăччĕ. Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ тенĕ евĕр килсе тухрĕ. Чăвашсен тĕп хулинче чăвашлăха аса илтерекенни нимĕн те çук. Ытти çĕрте курма хăнăхнă вырăс хули тейĕн. Çыннисенче те нацилĕхе кăтартакан, хăй шăпах çак наци çынни пулнипе мăнаçланакан туйăм-пулăм асăрхамарăм. Асăмра малтанхи хут çырăнса юлнă шухăш каярахпа та, Шупашкарта пилĕк çул пурăнсан та, улшăнмарĕ. Чăваш хулинче чăвашлăх çук. Çакна чуна ыраттарсах калатăп. Пачах урăхла, урăх халăх, ют çĕрти культура енне сулăнни кашни утăмрах курăнать. Халăхĕнче те, хула сăн-питĕнче те.

— Шупашкар чăннипех чăвашсен тĕп хули пултăр тесен мĕн сĕннĕ пулăттăн?

— Акă, сăмахран, 1970 çулсен пуçламăшĕнче Ташкентра вырăсла калаçакан халăхсен 70 проценчĕ пурăннă, 30 проценчĕ кăна — титул нацийĕ. Çапах та вăл узбексен хуличчĕ, унăн хăйĕн шăрши, сăнĕ пурччĕ. Вăл вăхăтра Ташкент архитектуринче ытларах совет тапхăрĕнче çĕкленнĕ 5-9 хутлă çуртсемччĕ. Апла пулин те вырăнти архитекторсем наци элеменчĕпе-колоричĕпе усă курма тăрăшатчĕç. Çурт тума çирĕплетнĕ плана кĕртнĕ «улшăнусемшĕн» хăлха пăрсах тăрсан та, çурт айккисемпе умĕсене, подъездсене тул енчен наци эрешĕпе илемлетниех Ташкентăн хăйĕн сăнĕ пуррине çирĕплететчĕ. Унччен хулари парксемпе скверсенче вырăс юмахĕсенчи сăнарсен йывăçран ăсталанă кÿлеписем, çурчĕсем пурччĕ, узбексем вĕсене майĕпен хăйсен фольклорĕнчи сăнарсемпе улăштарчĕç, капашсăр пысăккисене пĕчĕклетрĕç.

— Чăваш Енре чăвашлăх тĕпре пулмалли паллă. Сăнне çухатнă халăх чунне, тĕрĕсрех, чунлăх-не, çынлăхне çухатма пултарать.

— Тĕрĕс калатăн. Чăннипех, сăна çухатсан ытти те хăйне вăрах кĕттермĕ. Узбексем, авă, хăйсем узбек, çĕр çинче хăй уйрăм наци пулнине вăхăтра туйса- ăнланса илчĕç. Пирĕнте вара çак туртăм çаплипех «çывăрать-ха». Кÿршĕллĕ çĕршыври халăхран тĕслĕх илмелле пирĕн. Шупашкарти пурăнмалли çурт-йĕрпе хулан административлă фончĕн совет тапхăрĕн стилĕ халĕ те улшăнман: пĕр евĕрлĕ курупкасем. Урам тăршшĕпех, икĕ енĕпех. Инкубаторти пекех. Манăн сĕнÿ пур: тăван халăхăмăрăн çав тери пысăк пуянлăхĕнчен /ахальтен мар ĕнтĕ ăна ыттипе пĕрлех «çĕр пин тĕрĕ-эреш çĕршывĕ» тенĕ/ кирлĕ эрешсене суйласа илесчĕ, вĕсенчен тĕрлĕ мозаика хатĕрлесе çĕклекен çуртсене илемлетесчĕ. Урамсенче, парксемпе скверсенче чăваш фольклорĕнчи сăнарсенчен калăпланă кÿлепесене вырнаçтарасчĕ. Кирек мĕнле хулара та тĕп урам, халăх кăмăллакан вырăн пĕрре-иккĕрен ытла мар. Паллах, хула ертÿçисем вĕсене сăнасах-çĕнетсех тăраççĕ. Шупашкарсене вара питĕ ăнăçнă, вĕсен Раççейĕн нихăш кĕтесĕнче те çук кÿлмек пур. Шел те, юлашки вăхăтра ун тавра пурăнмалли çурт-йĕр тата ытти объект çĕклесе яланхилле вырăн тума хăтланни туйăнать. Эпĕ çак ландшафта халăх пуянлăхĕ тесе çирĕплеттернĕ пулăттăм. Сĕвекĕсене тикĕс ÿсекен курăк акнă, клумбăсем тунă, ялан симĕс йывăçсен катине чĕртнĕ пулăттăм. Унтах Чăваш Республикин паллă- сумлă çыннисен бюсчĕсене, чăваш эрешлĕ саксем, беседкăсем вырнаçтарасчĕ. Кунта чăваш ми-фологийĕнчи тата фольклорĕнчи паттăрсене /улăпсене/, паллă кунсен ячĕпе касса илемлетнĕ юпасене курасчĕ. Пĕлсех тăратăп: çаксене пурнăçа кĕртсен халĕ те илемлĕ вырăн татах капăртарах курăнма пуçлĕ.

— «Культура» ăнлав пĕлтерĕшĕпе пĕр енлĕ кăна мар вĕт: калаçура та, çынсен хутшăнăвĕнче те, юрă-кĕвĕре те, çырулăхра та, пурне те асăнса пĕтереймĕн — пулмалла.

— Юрă-кĕвве кăна илер. Кашни халăхăн культуринчи уйрăм пулăм вăл. Паянхи тĕнче анлăшĕнче вара политика сĕмĕпе «витĕнет». Иртнĕ ĕмĕрĕн 70- мĕш çулĕсенче Швецие чылайăшĕ Европа провинцийĕ вырăнне кăна хунă. Кунти хăйне евĕрлĕ «АВВА» музыка коллективĕ тĕнчипех чап çĕнсе илсен асăннă çĕршыва та пачах урăхла йышăнма пуçларĕç. Узбекистана та нумай нациллĕ Совет Союзĕнче «Ялла» вокалпа инструментсен ансамблĕ урлă хаклама пуçларĕç. Вĕсен «Уч-Кудук» юррине чылайăшĕ паянхи кун та ас тăвать. Узбекистанра ытти чĕлхепе çырнă юрăсене те итлеме кăмăллаççĕ. Çапах та тĕпре — хăйсен, тăван сăмахлă юрă-кĕвĕ. 1970 çулта Ташкентра пулни па-янхипе Шупашкартипе тÿр килет: музыкăн икĕ культури тата унпа усă куракан-кăмăллакан икĕ пысăк ушкăн.

Çырулăхра та пурнăçламалли пайтах. Европăри халăх та узбексен культурине пĕлтĕр тесе Ташкентра хăйсен халапĕсене, юмахĕсене, сăввисене тĕнчери темиçе чĕлхене куçарса кĕнекесем пичетлесе кăларчĕ. Пирĕн те чăваш халапĕсене, хайлавĕсене ытти чĕлхене куçарса сувенир-кĕнеке пичетлемелле, сутлăха ăсатмалла. Ыттисем те пĕлччĕр, вулаччăр, паллашчăр.

Мана Шупашкарта тата акă мĕн пăшăрхантарать: усал сăмахпа кам кăна калаçмасть кунта — ашшĕ-амăшĕ, хĕрĕ-ывăлĕ, ватти-вĕтти... Никам умĕнче намăсланмасăр, ниме те уямасăр. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.