Комментировать

15 Июн, 2017

Сĕт мĕн хак?

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне республикăра 1 л сĕте вăтамран 15-16 тенкĕпе йышăннă. Чи пысăк хак — Шупашкар районĕнче. Ку тăрăхри В. Алексан¬дров пайтаçă ял çыннине 1 л сĕтшĕн 19 тенкĕ панă. В. Петров вара — 18 тенкĕ. Пăрачкав районĕнче чĕр тавара халăхран 16-17 тенкĕпе /1 л\ туяннă. Комсомольски тăрăхĕнчи «Урожай» колхоз та çак хакпах илнĕ. Çав хушăрах ыттисен вăл темшĕн 15-16 тенкĕрен иртмен. Улатăр районĕнчи Р. Янтыков фермер вара 18 тенкĕпе йышăннă. Çĕрпÿ тăрăхĕнче хушма хуçалăхсенчен 10 пайтаçă сĕт пуçтарать темелле. Анчах темшĕн пурин те пĕр хак — 15 тенкĕ. Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Йĕпреç районĕсем пирки те çакнах каламалла. Усламçăсем пĕр-пĕринпе каварлашса хаксем йĕркелемеççĕ-ши? Акă Улатăр, Канаш енче 1 л сĕт вăтамран 15-18 тенкĕпе сутăнать. Ытти тăрăхра та вăл тĕрлĕрен. Куславкка районĕнче вара кон¬куренци çукран /пурĕ 4-ăн пуçтараççĕ\ е урăх сăлтавпа хака 14-14,5 тенке çитернĕ /«Мария», «Молвест» пĕрлешÿсем\.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.