Комментировать

22 Апр, 2014

Автоинспекторшăн мар, хамăршăн

Производствăра ĕç çемми шыв юххи пек пĕр тикĕс те кал-кал йĕркеленнĕ вăхăтра эпир хамăра лăпкă туйса нимĕн çинчен те шухăшламастпăр. Уяр кун çиçĕм çиçсе аслати кĕмсĕртетнĕн инкек-синкек е пĕр-пĕр пăтăрмах сиксе тухсан вара ниçта кайса кĕрейместпĕр: вĕткеленетпĕр çеç. «Чан çапма тахçанах вăхăт çитнĕ те çав», - тетпĕр те ассăн сывласа кĕçĕтмен пуçа хыçатпăр.

Республикăра çулленех пуш-çурла уйăхĕсенче хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен, çур акине хутшăнакан агрегатсен техосмотрĕ иртет. Автотранспортăн, ял хуçалăх техникин пĕр пайĕ хĕлĕпех гаражра е ангарта ларнă. Халĕ кирлĕ пулнă, анчах çула тухма хатĕр-и вĕсем, шанчăклă-и? Патшалăх автоинспекцийĕ çакна çирĕп тĕрĕслесе палăртать. ЧР патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев каланă тăрăх - техосмотр чылай чухне тивĕçлĕ те çÿллĕ шайра иртмест, пур техника та тĕрĕслеве хутшăнмасть. Автоинспекци усă курма ирĕк паман транспортпа çула е хире тухнăран водитель е механизатор час-часах шар курать, тепĕр чухне вилмеллех аманать.

2013 çулта республикăри агропромышленноç комплексĕнче мĕн пурĕ 22525 техника хатĕрне шута илнĕ, анчах унăн 56,1 проценчĕ çеç юсавлă. Ял хуçалăх предприятийĕсем çулленех техосмотрта графикпа килĕшÿллĕн пулаймаççĕ. Вĕсене яланах вăхăт çитмест имĕш.

Автоинспекторсем шута илнĕ техникăн 63 процентне тĕрĕсленĕ те право йĕркине 729 хут пăснине палăртнă, 653 протокол çырнă. Хăрушсăрлăх техникине пăхăнманран хирте улăм купи хыпса илнĕ, трактор çаврăнса ÿкнĕ... Инкекпе вĕçленнĕ ытти тĕслĕх те пур.

Чи малтанах механизаторсенчен çирĕпрех ыйтмалла. «Эпир уйра çеç ĕçлетпĕр вĕт. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем пур пĕр пире кунта килсе курмаççĕ. Пĕрер черкке ĕçнĕшĕн мĕн пулать», - тесе ака пуçланă ятпа эрех-сăрапа айкашасси ан пултăрччĕ. Хуçалăх инженерĕсен хире тĕрĕслев рейдне тухассине çирĕп йĕркене кĕртмелле.

Техосмотрта пулман çурри çĕмрĕк машинăпа е тракторпа та ĕçлес марччĕ. Вăл юсавлă пулни автоинспекторшăн мар, хамăршăн вĕт. Ĕмĕрĕ те вăрăмрах пулĕ, водительсемпе механизаторсем те инкек-синкекрен сыхланĕччĕç.

Районсенче лару-тăру еплерех-ха? Красноармейскинче çул çинче йĕркеллĕ çÿрес ыйтупа комисси ларăвĕ иртнĕ. 2013 çулхи тата кăçалхи малтанхи уйăхсенчи ĕç-пуçа тишкернĕ. «Волит» ООО тракторисчĕ ÿсĕрпе трактора «çавăрса çапнă». Хăй аманнă, трактора та юсамалла.

Улатăр тăрăхĕнче пĕлтĕр 138 техникăна шута илнĕ, 64-шĕ /46,4%, 2012 ç. - 62,1%/ çеç тĕрĕслев хакне тивĕçнĕ. Çав шутра: тракторсем - 58 /66,3/, прицепсем - 10 /60/, тырă выракан комбайнсем 24,2 /58,1/ процент çеç юсавлă. Яваплăх çинчен маннă-ши, техникăна техосмотрта лайăх хак парасси 2012 çулхинчен нумай чакнă.

Пăрачкав районĕнчи Ленин ячĕллĕ, «Маяк», Горький ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисен шухăшĕпе - техника кивĕ, ăна тивĕçлĕ шайра тытма йывăр. Çав вăхăтрах «Пăрачкав крахмалĕ» ОООра çирĕм çул ытла усă кураççĕ пулсан та вăл çĕннинчен нимĕнпе те кая мар. Шанса панă машинăна е трактора епле тытасси-упрасси хуçинчен хăйĕнчен те нумай килнине манас марччĕ. Типтерлĕ пулнине мĕн çиттĕр? Манăн шухăшпа лайăх механизаторсене укçан хавхалантарсан ытлашши пулас çук.

Хĕрлĕ Чутай енче 2013 çулта машина-трактор паркĕн 49 проценчĕ çеç техосмотрта пулнă. «Коминтерн», «Нива», «Свобода» хуçалăхсен пĕтĕм техники тĕрĕслев витĕр тухнă, ыттисен - çук. Юсавсăрри çунтармалли-сĕрмелли материала нумай тăкаклать, çут çанталăка варалать, çынсен умне хăрушлăх кăларса тăратать. Çак çитменлĕхсене пĕлсех хăш чухне унпа та усă кураççĕ. «Мĕн тăвăн-ха лайăххи çук пулсан», - теççĕ.

Çĕмĕрлесен кăтартăвĕ пуринчен те пĕчĕк. Пĕлтĕр транспорт хатĕрĕн 17,2 проценчĕ çеç юрăхлăччĕ. Çав вăхăтрах Комсомольскисемпе /86,7%/ Вăрмарсен /84,4%/ ку енĕпе лару-тăру аван. Пĕрремĕшĕсем 2012 çулхинчен 24,7% ÿсĕмлетнĕ.

2013 çулта республикăра тырă выракан 547 комбайна /хире кăларма палăртнин 63,5%/ çеç юсама вăй çитернĕ. Вăл ĕçе те пулин питĕ вăраха янă. Çавăнпах вырма тăсăлчĕ, механизаторсем çĕр улми пуссине çийĕнчех куçаймарĕç. «Иккĕмĕш çăкăр» вăраха кайнă йĕпе-сапана пула хире нумай юлчĕ.

Вырма пуçланнă кунсенче хире 200-е яхăн комбайн çеç тухнăччĕ - юсава юлса тытăннă пулас. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче - 700 ытла. 547-шĕ çеç юсавлă пулсан, пĕр пайĕ - юсавсăр, унпа çаплипех ĕçленĕ, апла тăк йĕркене пăснă.

Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем пĕлтĕрхи йăнăшсене шута илсе тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвасса, водительсемпе механизаторсем хăрушсăрлăх техникине пăхăнса инкек-синкекрен сыхланасса шанас килет. Çул çине тата уй-хире юсавлă та шанчăклă техникăпа çеç тухасчĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.