Комментировать

14 Июн, 2017

Ялсен рейтингĕ те пулĕ

РФ Общество палати Пĕтĕм Раççейри «Ырă ĕçсен марафонĕ» экологи акцийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх ырă хуласен рейтингне хатĕрленĕ.

Общество хастарĕсен шухăшĕпе — «Чи ырă хула» ята Санкт-Петербург тивĕçлĕ. Иккĕмĕш вырăнта Химки /Мускав облаçĕ/, виççĕмĕш вырăнта — Кронштадт. Ун хыççăн — Хусан, Ульяновск, Уссурийск, Шупашкар, Мускав, Дон çинчи Ростов тата Чулхула.

Экологи акцийĕ вăхăтĕнче пирĕн çĕршывра 35 пин мероприяти ирттернĕ. 3 пин ытла субботник, чĕр чунсен приючĕсем валли укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе 350 акци, сиенлĕ каяшсене пухас тата тĕп тăвас енĕпе 1500 акци йĕркеленĕ.

Çывăх вăхăтра РФ Общество палати чи таса ялсен рейтингне тума палăртать.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.