Комментировать

13 Июн, 2017

"Тавах, хĕрĕм..."

Çакăн йышши учрежденисене ытларах ача-пăчаллă хĕрарăмсемпе аслă çÿлтисем çÿреççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен хушшинче арçынсем те сахал мар. Пурнăçри кăткăс ыйтусене, укçа-тенкĕпе çыхăннисене — пушшех те, татса пама çăмăл мар. Хÿтлĕхсĕррисене, сахал тупăшлисене тата йывăртарах пулни каламасăрах паллă. Юрать паян патшалăх тĕревĕ курăмлă, граждансен пысăк пайĕ тĕрлĕ çăмăллăха тивĕçет. ЧР Ĕçлев тата социаллă политика министерствин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, республикăри кашни виççĕмĕш çын тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курать паян. Аслăрах çултисем халĕ иртнĕ вăхăта ассăн сывласа аса илеççĕ: “Ĕлĕк кун пек пулăшу пулман...” Социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем професси уявне паллă тунă май шăпах çак тытăмра вăй хуракансемпе паллаштарас килет. Çак пулăшăва халăх патне çитерекеннисем — шăпах вĕсем-çке. Пулăшу калăпăшĕ ÿссех пырать — республикăри ятарлă центр урлă кăна 26 тĕрлĕ социаллă тÿлев пурнăçланать. Социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче тăрăшакансене çавăнпах ывăнма, ларма-тăма пĕлмен пыл хурчĕсемпе танлаштарас килет.

— Пирĕн учреждени — республикăри социаллă йышшисенчен чи пысăкки, — каласа кăтартать Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă çăмăллăхсем паракан центр» Чăваш Республикин хысна учрежденийĕн директорĕ Ирина Дроздова. — Муниципалитет кашни пĕрлĕхĕнчех пур пирĕн уйрăмсем, пурĕ 25. Социаллă хÿтлĕх тытăмĕ, паллах, тахçанах аталаннă, пирĕн учреждени вара çамрăк-ха: 2012 çулта йĕркеленнĕ, утă уйăхĕнче 5 çул тултаратпăр.

— Нумай чухне кăткăс вырăнсенче ытла¬рах хĕр-хĕрарăм ĕçлет. Сирĕн те çаплах... Те хĕрарăм чунĕ çемçереххипе çыхăннă ĕнтĕ ку?

— Пирĕн тытăмра 271 çын вăй хурать, вĕсен 95 проценчĕ — хĕрарăм. Яваплăхĕ те чăнласах пысăк, ĕçĕ те çăмăл мар — халăхпа куллен хутшăнатпăр вĕт. Çын хушшин¬че вара тĕрли тĕл пулать. Пĕрне чăнласах пулăшу кирлĕ, теприн пĕчченлĕхре кÿтнĕ чунне кампа та пулин калаçса уçас килет. Пурин валли те шăпах юрăхлă сăмах тупма пĕлмелле. Çавăнпа та професси этикине çирĕп пăхăнаççĕ специалистсем. Квалификациллĕ пĕлÿ илни кăна çителĕксĕр пирĕн ĕçре, чăтăмлă-тÿсĕмлĕ пулма та пĕлмелле. Чăн та, пысăк чун-чĕреллĕ çынсем кăна тытăнса тăраççĕ пирĕн патра — пĕр вырăнта 30 çула яхăн вăй хуракансем пурри шăпах çакна çирĕплетет.

— Юлашки вăхăтра çынсем усаллан¬са пыни пирки калаçнине тăтăшах илтме тÿр килет. Социаллă тытăма сăмах сахал мар лекет-тĕр...

— Çук, халăх усалланса кайрĕ тенипе килĕшместĕп. Çын тени яланах тĕрлĕрен пулнă, ырри те пур, усалли те. Эпĕ халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес тытăмра 1989 çултанпа ĕçлетĕп, çавăнпа та пĕтĕмлетÿсем тума пултаратăп. Социаллă пулăшу мерисем ÿссех пыраççĕ — çакă кăмăллă. Малтан пенси тÿлессине йĕркелесе пыраттăмăр, унтан — ача-пăча пособийĕ... Çак пособин чикки анлăлансах пычĕ. Малтан ăна ĕçлекен ашшĕ-амăшне кăна панă пулсан каярахпа ача çуратнă студентсене те, ĕçлеменнисене те тÿлеме пуçларĕç. Сахал тупăшлă çемьсене хваттершĕн тÿленĕшĕн субсидипе тивĕçтерме тытăнчĕç. Патшалăх пулăшăвĕнчен ял çынни айккинче тăрса юлнине шута илсе çак çитменлĕхе те пĕтерчĕç — хутса ăшăтмалли хытă йышши материалшăн субсиди йĕркелерĕç. Палăртмалла, кун пекки ун чухне Раççейре те пулман. Чăваш Республикин çак тĕслĕхĕпе каярахпа çĕршыври ытти регионсем те усă курма пуçларĕç. Опекăна, çемьене вăхăтлăха йышăннă ачасене пособи урăхла йĕркепе тÿлеме пуçларăмăр. 2012 çултанпа виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене республика хыснинчен амăшĕн капиталĕ тÿлеме йышăнчĕç, вăл та пирĕн центр урлă пырать. Кăçал кăна ăна 579 çемье тивĕçрĕ. Программа пурнăçланма пуçланăрапа пурĕ 5034 çемьене 422 миллион тенкĕ тÿленĕ. Амăшĕн капиталĕпе, сăнанă тăрăх, ытларах пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн усă кураççĕ. Çемьесемшĕн çакă, паллах, курăмлă пулăшу. Çамрăксем хваттер туяннине сăнама кăмăллă. Çĕнĕлĕхсем те пур пирĕн ĕçре — халĕ юридици тÿлевсĕр пулăшăвĕпе те тивĕçтеретпĕр халăха. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.