Пурнăçăма техникăна халалларăм
Владимир Егоров - хыçалти ретре, сылтăмри. |
1959 çулта Етĕрнери ял хуçалăх училищинче 4 уйăх вĕреннĕ хыççăн эпĕ Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн техника паркне производство практикине вырнаçрăм, комбайнерсемпе трактористсене пулăшрăм. С-4 М комбайна Сурăмварринчи механизаторпа пĕр эрне юсарăмăр. Кайран вăрмантан йывăç турттарма ячĕç. 4 кун ĕçлерĕм пулсан та тракторист МТЗ-5 рульне шанса памастчĕ. Тарăхнăччĕ çавăншăн.
Телее, Федор Соколов Етĕрнерен ырă хыпар илсе килчĕ. Училище директорĕ çерем çĕр уçма ямашкăн 60 вĕренекенрен 2 ушкăн хатĕрлеме тытăннă. Эпĕ çав кунах Етĕрнене çул тытрăм.
Мана пĕрремĕш ушкăна кĕртрĕç. Иккĕшне те Михаил Чадков мастер ертсе пыратчĕ. Сехет çурăран Çĕмĕрлене çитрĕмĕр. Тепĕр кунне, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Мускав-Омск пуйăс çине лартăмăр. Уйрăмах Урал тăвĕсем асра юлчĕç.
Çул çинче ялти икĕ çамрăка - Виталий Красновпа Иван Васильева - тĕл пултăм. Павлодар хулинче чарăнтăмăр. 2-3 хутлă çуртсемсĕр пуçне саманран тунă пÿртсем те пур.
Вокзалтан 2 автобуспа Иртыш шывĕ урлă каçса Ермак районĕнчи Джолнудук /казахларан - «çăл патне пыракан çул»/ совхоза çитрĕмĕр. Эпĕ хамăр районти Ишпарайккăри Юрий Александровпа 5-мĕш трактор бригадине вырнаçрăм. Кунта тыр-пула çак йĕркепе пухса кĕртнĕ: малтанах лафет жаткипе çулнă, кушăхсан комбайн çапса тĕшĕленĕ.
Пĕрремĕш кунне 12 гектар лаптăкри тырра çултăмăр, иккĕмĕш кунне - 24. Каçхи 8 сехетре агрегат пăсăлчĕ. Юсанă чухне чутах урасăр юлаттăм. Мана 40 çухрăмри район сыватмăшне леçрĕç.
Тăхăр кун иртсен, сипленсе çитсен, 8-мĕш бригадăна вырнаçтарчĕç. Унччен палаткăсенче выртса тăнă, кунта - çĕр урайĕллĕ пÿртсем. Григорий Пархоменко бригадир Украинăран килнĕ Павлик Горунь трактористпа тырă вырнă анасене сухалама хушрĕ. Çав хушăрах улăм куписене çунтарса пымалла. Вырăнĕ тÿрем, пĕр еннелле - 4-5 çухрăм. Шел, С-80 тракторпа эпĕ ĕçлесе курман, тапратма пĕлместĕп. П.Горунь мана пĕччен хăварсан самаях нушалантăм. Каярах 4 тĕрлĕ техникăпа ĕçлесе куртăм.
Авăн уйăхĕн вĕçĕнче совхоз кантурне пухăнтăмăр. Эпĕ самаях ĕçлесе илтĕм. Темиçе кунран киле таврăнтăм. Пурнăçăмра ĕç укçипе пĕрремĕш хут тăхăнмалли япаласем, пысăк чăматан туянтăм. Авăнăн 20-мĕшĕнче Етĕрнере вĕренме тытăнтăмăр.
Шăпа пĕрремĕш профессипе çыхăнчĕ. Пединститут дипломĕнче çапла çырнă: «Учитель биологии и основ сельскохозяйственного производства». Студент чухнех 4-мĕш курс хыççăн Советскинчи училищĕре «Технология механизированных работ» предмет вĕрентрĕм. Крымсарайкăри вăтам шкулта 1 çул вĕрентсе 18 арçын ачана, Тавăтри вăтам шкулта 24 çул хушшинче 612 йĕкĕте тракторист профессине илме пулăшрăм.