Тиркекене - тирĕк тĕпĕ
Паян республикăри кашни ялта урçа-хусах пайтах. Пĕри авланма иртерех тесе çамрăклăх иртнине сиссе юлайман, тепри – турă çырни пусма вĕçнех килĕ-ха тесе кĕтнĕ, виççĕмĕшĕ – ашшĕ-амăшне тивĕçтерекен хĕр тупайман. Ман шухăшпа, тепĕр пĕлтерĕшлĕ сăлтав та пур. Ялти хăш-пĕр каччă именчĕк, шалти туйăмне уçма вăтанать. Хĕрсем ытларах чухне хăюллисене килĕштереççĕ. Вăрттăнлăх мар, çамрăк хĕрсене хула пурнăçĕ илĕртет. Ашшĕ-амăшĕ те пĕчĕкрен: «Хамăр тертленни те çитĕ, эсир хулара канлĕ пурăнăр», - теççĕ мар-и? Тĕрĕссипе, хăшĕ-пĕри тĕпренчĕкĕсене куçĕсене хупичченех ăшă çунат айĕнче усрама хатĕр.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх - Чăваш Енри хĕрарăмсен 62 проценчĕ хулара пурăнать. Çемьеллисен хушшинче уйрăлакан ытларах хулара иккен. Пĕтĕмлетĕвĕн тепĕр енĕ те шухăшлаттарать. Çитĕннĕ арсен 63 проценчĕ çемьеллĕ. Ыттисен шăпи вара уçăмлах мар. Шăпах вĕсен пурнăçĕ кăсăклантарчĕ те. Пĕр пайĕ тĕрĕс çул çинчен пăрăнса сулăнса лекнĕ. Çамрăк чухне хулари ывăлĕсем пурнăçри йывăрлăха чăтаймасăр тăван яла таврăнса ĕçке ярăнни те тĕл пулать. Кун пеккисен ялта та малашлăхĕ çук. Мăшăрĕ те йышăнмасть. Тĕрĕссипе, этем сăнне çухатакан çын никама та кирлĕ мар. Ашшĕ-амăшĕн чĕрине ыраттарса, пенсине туртса илсе кунсерен анкă-минкĕ çÿреççĕ, е...
Ял шăпи пăшăрхантарнăран
Паянхи ял пурнăçĕпе кăсăкланнă май тахçантанпах шухăшлаттаракан ыйтăвăн тупсăмне уçăмлатас тесе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькасси ял тăрăхне çитрĕм. Елена Лаврентьева пуçлăх хаваспах пулăшма килĕшрĕ. Республикăри чылай районти пекех ку тăрăхра та демографи лару-тăрăвĕ çăмăлах мар. Вилекенсен йышĕ çуралаканнисенчен палăрмаллах пысăк. Иртнĕ çул 8 пепке кун çути курнă, 32 çын вилнĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн территорийĕнче 7 ял, пропискăра - 1527 çын. 1273 килтен тĕтĕм тухать. Самаях çулланнă хусах шучĕ - сакăр теçеткене яхăн. Ял хастарĕ Галина Еремеева пĕлтернĕ тăрăх - вĕсен шăпи тĕрлĕрен. Пурнăçри вырăнне тупаймасăр симĕс шĕвек ытамĕнчен хăтăлайманни те çук мар. Аслă ăрурисене çакă самаях пăшăрхантарать. Ял тăрăхĕн администрацине тĕрлĕ ыйтупа пыракан пайтах. Вĕсен шухăшне те пĕлме тăрăшрăм. «Кунĕн-çĕрĕн мухмăрла çÿрекен çын пурнăç иртнине сиссе юлаймасть. Пуçĕнче пĕр шухăш – аншарли е ÿсĕртекен ытти шĕвеке ăçтан тупса ĕçмелле-ши? Ашшĕ-амăшĕн пурлăхне ним шелсĕр аркатаççĕ-çке. Хăшĕ-пĕри авланса та пăхать, анчах мăшăрĕ нумай та пурăнаймасть», - терĕç пăшăрханса. Ялти ватăсене «суя эрех» сутса тупăш тăвакансем те тарăхтараççĕ. Ахальтен мар ĕçкĕçсен хушшинче сарăмсăр е вăхăтсăр вилекен пайтах. Теприсем наркăмăшлă шĕвеке ĕçсе инвалида тухаççĕ. Вĕсен айăпне пулах инкек-синкеке те кĕтсех тăр.
«Хыпар» хаçатăн кăçалхи 38-39 номерĕсенче Николай Егоровăн «Ырă çын пурлăхпа мар, ăс-тăнпа пурăнать» статйи пичетленнĕччĕ. Вăл кашни вулакан чĕринчех тарăн йĕр хăварчĕ пулĕ. Автор Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминчи тĕп шухăша - «укçапала эрехех çынна ăсран кăларать» - хускатнă.
Çут тĕнчере кашни çын телей курма çуралать. Тепĕр чухне телей уççине хамăр айăпа пулах çухататпăр. Атте-анне пилне те упрама мехел çитерейместпĕр. Этем тивĕçне пурнăçлайманнисен вара чунĕсем чăннипех те чăлах пулĕ. Вĕсем пурнăç илемне те, ăна хаклама та хевте çитереймеççĕ.
Ватă хусахсен хушшинче те йĕркеллĕ пурăнакан çук мар. Тралькасси ял тăрăхĕнче пулнă май эпĕ хăш-пĕринпе курнăçрăм. Тĕлĕнмелли те пайтах пулчĕ. Тепĕр хĕрарăм та типтерлĕхĕпе, хушма хуçалăха аталантарассипе вĕсене çитеймĕ. Ырă тĕслĕх ыттисене те хавхалантарĕ.
Авланасси – хур тукмакки çиесси мар
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ территорири ик-виç хусаха ĕç пÿлĕмне чĕннĕччĕ. Пуçлăх пÿлĕмне сăпайлă, 40 çултан иртнĕ вăтам пÿллĕ арçын кĕчĕ. Вăл аслă пĕлÿллĕ, шăпах ялта кирлĕ специальноçа алла илнĕ. Миша /ятне улăштартăмăр/ шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ, математика, физика тата хими предмечĕсене юратнă. Олимпиадăсенче те пĕрре мар çĕнтернĕ. Аттестат илсен ял хуçалăх институтне кĕнĕ. Кунта та вăл тăрăшсах вĕреннĕ. Чун савнине те тĕл пулнă. Анчах лешĕ именчĕк каччăна урăххипе, вĕçкĕн те харсăррипе ылмаштарнă: ялта пурăнма килĕшмен хÿхĕм хĕр хуларине качча тухнă. Чĕре суранĕ тарăн пулнăран яла таврăнсан та Миша хăйĕн вырăнне тупайман. Хĕрсен çывăхне те пыман каччă, пурне те пĕр виçепе виçме тытăннă. Ашшĕ-амăшĕ ывăлне авлантарма темле тăрăшсан та лешĕ хирĕçленĕ. Шелсĕр вăхăт çеç малалла юлан утпа чупнă. Лена пек чиперрине текех тĕл пулайман вăл. Халĕ хуçалăхĕ хăйĕн çинче, ватăсем пурнăçран уйрăлни те чылай ĕнтĕ.
Аппăшĕсем çемйисемпе час-часах килсе çÿреççĕ, шăллĕне пулăшма тăрăшаççĕ. Телее, Миша эрех-сăра ытамне лекмен. Платник ĕçне кăмăлланăран ялти ватăсене хуралтă юсама, ытти ĕçре пулăшать. Кил-çуртне те типтерлĕ тытать, сад-пахчара та ĕçлеме ÿркенмест терĕç ун пирки. Пахчари çĕр лаптăкĕ 40 сотăй. Çулла унта Миша çĕр улми, кишĕр-кăшман, сухан тата ытти çимĕç çитĕнтерет. Хĕл каçма çителĕклĕ хатĕрлет.
Унпа сăмах çăмхи сÿтнĕ май ялта пĕччен хĕрарăм сахал маррине те пĕлтĕм. Çемье çавăрма шухăшĕ пур. Ватлăх çитнĕ кунсенче пĕчченлĕх шиклентерет ăна. Анчах пурнăç çулĕпе пĕрле утма шанчăклă юлташ тупаймасран хăрать. «Авланасси – хур тукмакки çиесси мар», - тесе ахальтен каламан.
Эрхип тĕрĕçĕ хĕрарăмран та ирттерет
Тралькасси ял тăрăхĕнче тĕлĕнмелле те пултаруллă Эрхип пур терĕç. Ун ĕçĕсене курса савăнтăм. Сăмах май, Анук аппа та çамрăк чухне тĕрĕ ăсти пулнă. «Çапах та ывăл шайне çитеймерĕм», - тет вăл. Эрхип пĕчĕклех ал ĕçне юратнă. Анчах тăрăшса тĕрлеме 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне пуçăннă. Кĕске вăхăтра тĕрлессипе пуринчен те ирттернĕ. Паян хăш-пĕр хĕр-упраç тĕрлеме те пĕлмест. Виçĕ теçетке урлă каçнă маттур каччă вара таса пир çине тĕрĕ хыççăн тĕрĕ шăрçалать. Тĕп вырăнта - «Лунтикпа унăн тусĕсем» мультсериалти сăнарсем.
Ăстаçă тĕрленĕ япаласен тÿнтер енĕпе пиччĕнĕ те пĕр пекех. Мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ çавăн пек нумай япала тĕрлеме! Эрхип - ĕçлеме ÿркенмест. Хĕллехи вăхăтра Мускава ĕçлеме каять. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать пулин те, юнашар икĕ хутлă кермен çĕклеме пултарнă. Кĕçех унта пурăнма тытăнĕç. Тĕрĕссипе, Эрхип пек çамрăках мар каччăсене ялта хусах теççĕ. Анчах каччă çĕнĕ çурт туса пĕтерсе сĕтел-пукан вырнаçтармасăр авланасшăн мар иккен. Çакна аслисем пĕлтерчĕç. Хăйĕнпе тĕл пулма май килмерĕ.
Эрхип хĕллехи вăрăм каçсене ал ĕçĕпе ирттерет. Хатĕр япаласене амăшĕ чĕнтĕр çыхса илемлетсе парать. Капла тусан материал та сÿтĕлмест тата типтерлĕрех те. Хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе пăхма та, сад-пахчара ĕçлеме те пулăшать вăл. Сăмах май, вĕсем икĕ ĕне, ытти выльăх сахалах мар усраççĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе тепĕр икĕ çемьере пултăмăр. Пĕринче 50 çул урлă каçнă ывăлĕпе сакăр теçеткене çывхаракан амăшĕ пурăнаççĕ. Кил-çуртри тирпей-илем - кунта тăнăçлăх хуçаланнин палли. Урине аппа ывăлне авлантарса мăнуксене курас ĕмĕтпе хавхаланать. Хальлĕхе хулара пурăнакан тепĕр 3 ачин 6 мăнукĕпе йăпанать. Хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе те амăшĕпе ывăлĕ пăхаççĕ.
Тепĕр çемьере ватă ашшĕ-амăшĕпе пĕрле самаях çулланнă ывăлĕсем пурăнаççĕ. Виçĕ пÿлĕмлĕ йывăç çуртра тĕлĕнмелле типтерлĕ те таса, кашни япала хăй вырăнĕнче. Урайĕнче пĕр çÿпĕ кураймăн. Хуçалăхра - сăвакан виçĕ ĕне, пăру-сурăх тата ытти те. Аслă ывăлĕ пилĕк теçетке урлă каçнă, кĕçĕнни çамрăкрах-ха.
Вĕсемпе калаçнă май çамрăк чухне çемье çавăрма ĕлкĕрейменни, вăхăт иртнĕ май юратнă хĕр тупса пурнăç çулĕпе пĕрле утма йывăррине туйрăм. Паянхи ялта качча кайман е пĕччен пурăнакан хĕрарăм тупма та çăмăл мар. Тепри пĕчченлĕхре лăпкăлăх курать. Хусахсене мăшăрлантарма ĕлĕкхи пек евчĕ те çук-çке.
Çамрăк чухне вун-вун хĕр тупма пултарнă каччăсем, чаплине те илемлине шыранă. Хĕрсене апла та капла суйланă. Тиркекене тирĕк тĕпĕ тенĕ. Тепĕр чухне çамрăксен шăпине ашшĕ-амăшĕ татса парать, ывăлĕ суйланă хĕрсене тиркесе вĕсен ĕмĕчĕсене татаççĕ.
Тралькасси ял тăрăхĕнчи каччăсен шăпи пĕчĕк тĕслĕх кăна-ха. Кун пеккисем кашни ялтах пур. Пĕччен пурнăç яшлăхра та, ватлăхра та çăмăл мар. Анчах вĕсен çемье çавăрас шухăшĕ сĕвĕрĕлмен-ха...