Комментировать

21 Апр, 2014

Яковлевпа тăван чĕлхе - пĕр тĕвĕре

Акă уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхин кунĕ. Ун пирки Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Çак пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр самантпа пĕр килет, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче халăхăмăрăн çутта кăларуçи Иван Яковлев çуралнă. Чăваш чĕлхи тата Иван Яковлев пĕр çыхăнура тăраççĕ. Яковлева пула, тĕрĕсрех, вăл тунă алфавит витĕмĕпе, халăхăмăр вулама-çырма пуçланă. Унăн Чĕмпĕрти шкулĕнче пĕлÿ илнĕ çамрăксем малалла Яковлев уçнă шкулсенче чăваш ачисене çутта кăларнă. Аслă вĕрентÿçĕ хатĕрленĕ кĕнекесене вуласа пĕлĕвне, тĕнче курăмне ÿстернĕ. Тăван халăх ячĕпе хăварнă Халалĕн пĕлтерĕшĕ тата мĕн тери иксĕлми. Кăмăл-сипете, этем пахалăхне шута хума хистет. Çакă çеç-и? Вĕсене чуна хывса пурнăçа кĕртсе пырсан чăваш чăннипех телейлĕ пулассăн туйăнать.

Çак кунсенче пĕтĕм чăваш тĕнчи Яковлев сывлăшĕпе сывлать, тăван чĕлхен шăпи пирки шухăшлать. Шупашкарта е Хусанта, Чĕмпĕрте е Мускавра, Самарта е Ĕпхÿре, е Чăваш Енрен пин-пин çухрăм инçетри чăваш ялĕнче, е Анăç витĕмĕ айне путнă Эстонире - Чăваш чĕлхин кунĕсем çеç мар, эрнисем, вунă кунлăхĕсем иртеççĕ. Тен, хăш-пĕр вырăнта вĕсене ячĕшĕн çеç йĕркелеççĕ. Манăн вара çав тĕл пулусенче, «çавра сĕтелпе» ытти мероприятире хамăрăн иртнĕ чăнлăха чун-чĕрепе туйса илсе паянхи кун пĕлтерĕшĕпе шайлаштарса хаклаттарас килет.

Пуç ватмалли пайтах, чĕлхене хĕстерни те пулнă, чăваш вырăса çаврăнас патнех çитнĕччĕ. Халĕ, тĕрĕссипе, тата çивĕчрех тăнăн туйăнать асăннă ыйту. Чăвашсем çеç мар, вырăссем хăйсем те тăван чĕлхи çут тĕнчерен çухаласран шикленеççĕ мар-и çав? Темиçе çул каялла Раççейре Вырăс чĕлхин çулталăкне ирттерчĕç. Тĕнче шайĕнче пирĕнтен темиçе хут çирĕп тăракан акăлчансем те хăйсен чĕлхин малашлăхĕшĕн пăшăрханма пуçланă. Темиçе çул каялла Шупашкара Аслă Британин халăхсен ыйтăвĕпе ĕçлекен ăсчахĕ килсе кайнăччĕ. Шăпах вăл палăртнăччĕ çав кулянăва. Апла кам хĕсме пуçланă-ши акăлчан чĕлхине? Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан халăхсем, китай, яппун чĕлхисем. Китай халăхĕ уйрăмах пысăк хăвăртлăхпа йышланса пырать. Çавна май тĕнчери хальхи вăхăтри çыхăну хатĕрĕсем те çак чĕлхе çине куçса пыраççĕ.

Çĕр çинчи халăхăн çурри майлă калаçакан чĕлхе те хăрушлăхра тăк - чăваш чĕлхи пирки мĕн каламалли пур? Пурах. Хăйĕн пин-пин çулхи историйĕнче вăл тĕнчери 6 пине яхăн этника ушкăнĕнче çухалса кайман-ха, ЮНЕСКО ăна пĕтсе пыракан халăхсен йышне кĕртесшĕн пулсан та. Йышпа 1 миллион ытла çын шутланакан халăхсен хушшинче тăрать, Раççейре - пиллĕкмĕш вырăнта. «Вак» халăх мар эппин! Чунпа та нишленес марччĕ. Пирĕн камран вĕренмелли, тĕслĕх илмелли пур. Вĕсем - Иван Яковлев, Николай Никольский, Константин Иванов, Петĕр Хусанкай, Андриян Николаев, Геннадий Волков...

Шухăшăмпа Иван Яковлев патнех таврăнам-ха. Пĕр конференцире Чăваш Енри паллă ăсчах Атнер Хусанкай, «Иван Яковлева эпир çирĕммĕш ĕмĕр вĕçĕнче çеç «уçса» çитертĕмĕр», - тенĕччĕ. Мĕн каласшăн пулнă-ха вăл çакăнпа?

Çур ĕмĕр ытла тăван халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе тăрăшнă çын пирки хăй вăхăтĕнче питĕ сахал пĕлни пирки пулĕ. Çыннăн шухăш-кăмăлне пĕлес тесен унăн ĕç-хĕлĕпе паллашни вырăнлă. Яковлев çинчен çырнă ăслăлăх хайлавĕсем те, илемлĕ литература та пулман тесе çирĕплетме пултараймастăп. Çапах та мĕн пурри çителĕксĕрччĕ. Вĕрентÿçĕн 150 çулхи юбилейĕ тĕлне кун çути курнă «Манăн пурăнăç» аса илÿсен пуххи, Г.Волковăн «Патриарх шăпи», Н.Красновăн «И.Я.Яковлев тата унăн несĕлĕсем», ытти кĕнеке пирĕн куçа уçма пулăшрĕç. Тăван чĕлхе шăпи пирки те манмăпăр, мĕншĕн тесен Яковлевпа тăван чĕлхе - пĕр тĕвĕре, çыхăра.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.