Комментировать

1 Июн, 2017

Спортсмен, ÿнерçĕ, сăн ÿкерчĕк ăсти

«Аттепе анне пирĕншĕн, вунă ачишĕн, тĕслĕх пулчĕç. Хăйсен ĕçченлĕхне, çынлăхне, тараватлăхне, урăхла каласан, мĕн пур ырă ене пире парнелерĕç», – тет Чурачăк /халĕ Çĕрпÿ\ районĕнчи Иккĕмĕш Вăрманкас ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Егоров.

Ашшĕ Егор Кириллович ăста çĕвĕçĕ пулнă. Выльăх, ытти чĕрчун тирне тирпейлесе кĕрĕк, çĕлĕк çĕленĕ. Мăшăрĕ Мария Никифоровна хатĕр продукцине пасарта сутнă. Ун чухнехи вăхăтра кил хуçи çумне «единоличник» сăмах та çыпçăннă. Анчах Егоровсем хура ĕçрен те писмен. Ял çыннипе пĕрле тырă акнă, вырнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Якур ытти вăйпитти арçынсемпе фронта тухса кайнă. Хаяр çапăçусенчен аманса таврăннăскер 1979 çулта çĕре кĕнĕ. Хура-шурне сахал мар курнă мăшăрĕ вара 97 çул пурăннă.

10 ачаран Петĕр çиччĕмĕшĕ пулнă. «1950 çулта пирвайхи хут парта хушшине лартăм. 3-мĕш класра чухне çĕршыв ертÿçи И. Сталин çĕре кĕчĕ. Пĕтĕм шкул хурланса йĕчĕ», – иртнине аса илчĕ Петр Егорович.

Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл физкультурăпа çывăх туслашнă. Велосипедпа тата йĕлтĕрпе чупассипе Çĕрпÿ районĕн чемпионĕ пулнă. Çакăншăн ун чухнехи физкультура учительне Б. Григорьева паян кун та тав тăвать.

– Çемье йышлă пулнăран спорт хатĕрĕ туянма укçа çитмен. Илле кукка ăсталанă йĕлтĕрпе ăмăртусене хутшăннине астăватăп. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне алла пирвайхи хут фотоаппарат тытса куртăм. Юлташăн пиччĕшĕ шахтер пулнăран аякри хуларан «Смена» ятлине илсе килнĕччĕ. Манăн пиччен велосипед пулнă. Тусăма вăхăтлăха ярăнма параттăм, çакăншăн вăл мана фото-аппаратпа савăнтаратчĕ.

Ялти вулавăшра ятарлă кĕнеке тăрăх сăн ÿкерчĕк тăвассин вăрттăнлăхне алла илтĕм. Мускавран «посылторг» урлă пленка, сăн ÿкерчĕк кăларма кирлĕ пулакан ытти хатĕр-хĕтĕр туянаттăм. Каярах фотоувеличителе хам ăсталама пултартăм: велосипедăн кайри урапи çине динамик вырнаçтарнă та икĕ урапаллă «туса» месерле çавăрса хунă. Тепĕр велосипеда çавăрттарнă май увеличитель валли çутă шыранă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.