Комментировать

19 Апр, 2014

Владимир Путин: Украинăна хамăрăн çарсене кĕртме тивмессе шанатăп

Кĕçнерни кун Раççей Президенчĕ халăхпа черетлĕ «Тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Йăлана кĕнĕскер шучĕпе 12-мĕш пулчĕ. Патшалăх Пуçлăхĕ Мускаври студири журналистсен тата çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи граждансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çак калаçăвăн тĕп сыпăкĕсемпе вулакана паллаштаратпăр.

Калаçас вырăнне - танксем

- Луганск тата Донецк обла­çĕсенчи ĕç-пуçа мĕнле хаклатăр?

- Украинăра Конституцие хи­рĕçле переворот пулчĕ. Çĕр-шывăн Кăнтăр-хĕвел тухăç енче çынсем хăйсен пуласлăхĕ пирки пăшăрханса ÿкрĕç. Çав çынсемпе калаçу йĕркелес вырăнне Киевран кĕпĕрнаттăрсен вырăнĕсене хăйсен çыннисене, олигархсене, ярса пачĕç. Вĕсене ахаль те юратсах каймаççĕ. Ахаль халăха хирĕç танксемпе авиаци ярасси патнех çитрĕ. Çакă - Киевăн киревсĕр тата тепĕр преступленийĕ.

Çынсемпе калаçмалла. Пурне те тĕрмерен кăлармалла, çынсене йĕркеленме пулăшмалла, пĕр чĕлхе тупмалла. Тухăçра федерализаци пирки калаçаççĕ, Киевра - децентрализаци çинчен. Пĕрлехи пуласлăха шырамалла.

- Хĕвел тухăç Украинăри пулăмсен хыçĕнче Раççей тăрать тени пирки мĕн калатăр?

- Суя! Украинăра Раççей подразделенийĕсем те, ятарлă службăсемпе инструкторсем те çук. Пурте - вырăнти граждансем.

- Крымпа çыхăннă йышăну мĕнлерех çуралчĕ?

- Вырăсла калаçакан çынсен умне хăрушлăх тухса тăни куç кĕрет палăрчĕ. Çакна тĕпе хутăмăр. Раççей нихăçан та нимĕнле аннекси те планламан. Нихăçан та! Пĕтĕмпех хăвăрт татса пама тиврĕ, анчах - чăн-чăн профессионал шайĕнче. Пирĕн граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтермеллеччĕ, вĕсен хăйсен кăмăлне пĕлтермешкĕн хăрушлăхсăр условисем йĕркелемеллеччĕ. Крым çыннисен хăйсен позицийĕсĕр çапла тума май çукчĕ.

Çавăнпа Крымри хăйсене хÿтĕлекенсен хыçне пирĕн çарсем тăчĕç. Унта Украинăн 20 пин ытла çар çынни пулнă вĕт - хĕç-пăшаллăскерсем. Çав хĕç-пăшалпа граждансене хирĕç усă курасран сыхланмаллаччĕ.

- Хура тинĕс флочĕпе мĕн пулĕ?

- Эпир Украинăпа флота çĕнетме калаçса татăлнăччĕ, анчах палăртнине пурнăçламан. Халĕ ку енĕпе чăрмав пулмĕ. Карапсен пĕр пайне Новороссийскран Севастополе куçарăпăр. Крымра карапсем юсамалли, тумалли хăватсем пысăк, малтанхи тапхăртах унти верфьсенче пысăк саккас вырнаçтартăмăр. Çак ĕçе ÿстерсе пырăпăр.

- Эпĕ Севастопольте пурăнатăп. Аппасем - Украинăра. Пĕр-пĕрне час-часах ăнланмастпăр.

- Юрататпăр, хисеплетпĕр тĕк - пĕр-пĕрне ăнланмалли майсене тупмаллах. Украинăра та Раççей Крым тĕлĕшпе урăхла тума пултарайманнине ăнланĕç. Раççей çак çулсенче Украинăна мĕнешкел пулăшу кÿни пирки аса илтерни вырăнлă - çĕр-çĕр миллиард долларлăх. Ăнăçлă пулас тесен пирĕн пĕрле пулмалла.

- Хамăр пирки халь мăнаçлăн Раççей çыннисем теме пултаратпăр. Анчах Украинăн влаçа ярса илнĕ правительстви Крым çыннисен пурнăçне йывăрлатмашкăн пĕтĕмпех тăвать. Украина банкĕсем Крымри вкладчиксен саккунлă требованийĕсене йышăнмаççĕ, пенсионерсем хăйсен укçине илеймеççĕ.

- Питĕ çивĕч ыйту. Украина банкĕсем хальлĕхе пирĕнпе ĕçлесшĕн мар. Çавăнпа хăвăртрах тенкĕ çаврăнăшĕ çине куçмалла. Крымра банк сетьне йĕркелеме тата уйăх кирлĕ. Тăватă тапхăрпа уйăхсерен бюджетниксен шалăвĕ, пенсионерсен укçи 25-шер процент ÿссе пырĕ. Крым çыннисем Раççейпе пĕрлешнин экономика уссине туясса шанатăп.

Януковичăн вăйпа усă курма алă çĕкленмен

- Эсир Виктор Януковичпа хутшăннă. Вăл яланах çавăн пек хавшак пулнă-и?

- Мономах калпакĕ йывăр текен каларăш пур. Кирек хăш патшалăх Президенчĕн те яваплăхĕ пысăк. Эпĕ Виктор Федоровичпа калаçнă. Вăл вăйпа усă курасси пирки пĕрре кăна мар шухăшланă, анчах хăйĕн гражданĕсене хирĕç хушу кăларма алă çĕкленмен.

«Беркутпа» мĕн хăтланни Украинăшăн хăйĕншĕнех кутăнла çаврăнса килĕ-ха. «Беркут» боецĕсене госпитальте сиплемен кăна мар, апат та паман. Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене патшалăх çапла хаклать тĕк - кайран ыттисем çапла пуласса шанни вырăнсăр.

- Чили президенчĕ Сальвадор Альенде алла хĕç-пăшал тытса вилнĕ, Янукович вара тарнă. Эсир хамăрăн çĕр-шыва вĕçне çитиччен хÿтĕленĕ пулăттăр-и?

- Янукович тарнă тенипе килĕшмĕттĕм, унăн Киевран урăх региона кайма тивнĕ, çав вăхăтра администраци çуртне ярса илнĕ. Вăл Польша, Франци, Германи министрĕсем гарант пулса калаçса татăлнине шаннă. Анчах калаçса татăлнине пурнăçламан. Чăннипех переворот пулнă. Мĕншĕн çапла айванла хăтланса çĕр-шыва йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкермелле пулнă - ăнланмастăп.

Хама илес тĕк - эпĕ КГБра, тулашри разведкăра ĕçленĕ - унта тивĕçлĕ воспитани илнĕ. Çак воспитани хамăн халăха, хамăн çĕр-шыва парăннипе çыхăннă.

- Юлашки çулсенче эпир Китайпа çывăхланатпăр. Çарпа политика союзĕ пулма пултарать-и?

- Китайпа тытакан хутшăнусем питĕ çÿллĕ шайра. Пĕр-пĕр çарпа политика союзĕ йĕркелес ыйту лартмастпăр. Ман шухăшпа - тĕнчери блоксен тытăмĕн вăхăчĕ иртнĕ. НАТОна Варшава килĕшĕвне хирĕç йĕркеленĕ. Кайран Совет союзĕ пĕтрĕ, НАТО вара юлнă. Халь вăл ăçталла сарăлать? Пирĕн чикĕсем патнелле. Кирек мĕнле пулсан та Китайпа тытакан çыхăнусене анлăлатса пырăпăр. Вăл экономика енĕпе пĕрремĕш çĕр-шыв пулса пырать.

- Хамăрăн çарсене Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç регионĕсене кĕртессе кĕтме пулать-и?

- Эйфори пулмалла мар. Çав регионсенчи нацисен тытăмĕ Крымринчен уйрăлса тăрать. Çур йыш - вырăссем, тепĕр çурри - украинсем. Анчах пирĕн çак çынсене хăйсен прависене хÿтĕлемешкĕн пулăшмалла - çакăншăн кĕрешĕпĕр. Аса илтерем: федераци канашĕ мана Украинăна çарсене кĕртме ирĕк панă. Çак правăпа усă курма тивмессе питĕ шанатăп.

- Пире Украинăпа кам хирĕçтересшĕн?

- Раççейпе Украинăна хирĕçтерсе ярасси, халăха уйăрасси - тĕнчен çĕр-çĕр çула тăсăлакан политики. Шурă юхăм лидерĕсен позицине пăхăр-ха: тавлашнă пулин те Украинăпа Раççее пайлас шухăш пулман. Халăха уйăрас тĕллевлĕ политика пирĕн хăватран, пĕр патша калашле, «пирĕн аслăлăхран» хăракан вăйсене кирлĕ. Югославипе мĕн хăтланчĕç? Вакласа пĕтерчĕç, халĕ мĕн тăвас теççĕ - çавна тăваççĕ. Хăшĕсем пирĕнпе те çаплах тăвасшăн пулас.

- Приднестровье тĕлĕшпе Раççей позицийĕ мĕнлерех?

- Унта Раççей гражданĕсен йышĕ пысăк. Молдовăпа та, Украинăпа та калаçусем ирттермелле. Çак çĕр-шывсем Приднестровье тĕлĕшпе йышăннă блокадăна сирмелле.

Мĕншĕн Тимошенко вырăссене пересшĕн?

- Тен, Раççейĕн Украинăра Президента суйланма тăратнă мĕн пур кандидатпа калаçусем ирттермелле?

- Паян эпир Украина влаçĕсене легитимлă тесе хакламастпăр, анчах вĕсемпе çыхăну тытма хирĕç мар. Министрсен шайĕнче çыхăну пур. Медведев Яценюкпа калаçнă, Нарышкин - Турчиновпа. Президент кандидачĕсене илес тĕк - суйлав умĕнхи кампани питĕ япăх иртет. Тухăçри кандидатсене хĕнеççĕ, чернилпа сапаççĕ - мĕнле суйлав ку? Украина Конституцийĕпе килĕшÿллĕн вăйра тăракан Янукович Президент пур чухне çĕнĕ суйлав ирттерме юрамасть. Суйлав саккунлă пултăр тесен Конституцие улăштармалла.

Суйлав кампанийĕн лидерĕ паян - Порошенко господин. Унăн бизнесĕн пысăк пайĕ Раççейре - канфет туса кăларать. Тимошенко госпожана лайăх пĕлетĕп. Вырăссене атом хĕç-пăшалĕпе тĕп тума чĕнет-ха та - ку эмоцисен шайĕнче кăна-тăр. Хăй вăхăтĕнче вăл пирĕнпа газ контракчĕсене алă пуснă, унăн партири ĕçтешĕсемех паян çав контрактсене пурнăçламаççĕ. Ытти кандидата лайăх пĕлместĕп. Анчах эпир, паллах, пуринпе те ĕçлĕпĕр.

Украинăра паян кăнтăр-хĕвел тухăçĕнчи çынсене хĕç-пăшала пăрахма хистеççĕ. Питĕ лайăх. Апла тăк çара та унтан илсе кайăр. Танксем, бронетранспортерсем, тупăсем - кама хирĕç? Аташрăр-им? Националистсен хĕç-пăшаллă отрячĕсем пыраççĕ. Çар унтан кайрĕ тейĕпĕр. Националистсен отрячĕсене мĕншĕн халĕ те хĕç-пăшалсăрлантарман? Кайран вара «эпир вĕсемпе нимĕн те тăваймарăмăр» тейĕç.

- НАТО сарăлсах пырать. Вăл чарăнмалли чикĕ ăçта?

- Эпир хăрамастпăр. Пире Германи пĕрлешнĕ хыççăн НАТО тухăçалла сарăлмĕ тесе шантарнăччĕ. Вăл вара сарăлчĕ - Варшава килĕшĕвĕн çĕр-шывĕсенче, Балтика тăрăхĕнче тĕпленчĕ. Мĕншĕн çапла хăтланатăр тетĕп. Ку сире пырса тивмест, халăхсемпе çĕр-шывсем хăйсен хăрушсăрлăхĕн формине хăйсемех суйласа илме пултараççĕ теççĕ. Апла вĕсем пирĕн чикĕ патне килеççĕ тĕк эпир те хирĕç утăмсем тума пултаратпăр вĕт. Пирĕн Крымпа çыхăннă йышăну çакăнпа та сăлтавланчĕ. Эпир нимĕн те тумасан НАТОна Украинăна илсе килĕç те ку сире пырса тивмест тейĕç. НАТО çарĕсем Крыма килни пирĕншĕн геополитика çухатăвĕ пулатчĕ. Раççее Хура тинĕс тăрăхĕнчен тĕртсе кăларатчĕç.

- Вĕрентекенсене Крыма Раççейпе пĕрлештернине пула çу уйăхĕнчен вĕсен шалăвне 20% чакарасси çинчен пĕлтерчĕç.

- Ултавçăсем! Крыма пула пĕр программăна та чакармастпăр - пирĕн пурин валли те укçа пур. Крым валли резерв фончĕн укçи каять.

Аляска, газ, туссем

- Аляскăна Раççейпе пĕрлештересшĕн мар-и?

- Сире Аляска мĕн тума? Раççей - çурçĕр патшалăхĕ. Пирĕн территорисен 70% çурçĕр территорисен шутне кĕрет. Тата Аляска кирлĕ-и, унта ăшă-им? Атьăр-ха, вĕриленер мар.

- Анăç Раççей газне туянма пăрахрĕ тĕк - çакă пирĕн пурнăçа мĕнлерех витĕм кÿрĕ?

- Ку - пирĕн бюджетăн курăмлă пайĕ. Чăн та, тĕп тупăшсем газран мар, нефтьрен килеççĕ. Ку енĕпе пире сиенлеме пулать-и? Хăтланса пăхма пултараççĕ. Нефть кăларассине Сауд Аравийĕ кăна чăнласах ÿстерме пултарать. Пирĕншĕн баррель хакне 90-ран 85 доллар таран чакарни хăрушă мар. Сауд Аравийĕпе хутшăнусем аван. Вĕсем хăйсене тата Раççее сиенлесе çапла тăвасси иккĕленÿллĕ.

Газ пирки. Ăна тĕпрен илсен Европа çĕр-шывĕсене сутатпăр, вĕсем газ балансĕн 34-35% Раççей газĕпе тивĕçтереççĕ. Туянмасса пултараççĕ-и? Çапла хăтланса хăйсене сиенлеме пултараççĕ, анчах апла пулмасть. Пĕр çивĕчлĕх кăна пур - Украина урлă транзит, çак çĕр-шывпа калаçса татăлма питĕ йывăр.

- Тимченко, Ротенберг бизнесменсем сирĕнпе туслă пулнипе усă курса пуйнă теççĕ. Апла тăк Анăç вĕсене хирĕç санкцисем йышăнни те сирĕнпех сăлтавланнă. Анчах санкцисен тĕп объекчĕ хăвăр пулнине туймастăр-и?

- Çавнашкал тĕллев пур-тăр. Эсир асăннă çынсене илес тĕк - çапла, вĕсем манăн лайăх туссем. Хăшĕсем эпир паллашичченех капитал пухнă.

- Çĕр-шыв пĕрремĕш ледие хăçан курĕ?

- Манăн малтан хамăн мăшăр пулнă Людмила Александровнăна качча памалла-ха, кайран вара хам пирки шухăшлăп.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.