Ют çĕршывра пурăнакансем те хутшăннă
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре тăван чĕлхепе литература енĕпе шкул ачисемпе студентсен пĕтĕм тĕнчери олимпиади иртнĕ. Пуçласа çакăн пек анлă шайра пуçарнă тупăшăва Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.
Олимпиадăна икĕ енлĕ йĕркеленĕ. «Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе» ушкăна 2016 тата 2017 çулсенче республикăра чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕ е призер ятне илнĕ шкул ачисемпе студентсем — пурĕ 51-ĕн — хутшăннă. «Чăваш чĕлхин илемĕ» ятпа олимпиада тăван чĕлхепе литературăна хăй мĕнлерех шайра пĕлнине тĕрĕслеме кăмăл тăвакан ачасемпе студентсене ин-тернет урлă пĕтĕçтернĕ.
Куçăн майпа иртекен тупăшу Республикăри вĕренÿ институтĕнче старт илнĕ. Олимпиадăн хастарĕсене Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев ăнăçу суннă. Пĕтĕм тĕнче олимпиадин тĕллевĕсенчен пĕри — ламран лама упранса пынă тăван культура пуянлăхне малашнехи ăрусем валли сыхласа хăварасси — пилĕк çул каялла пуçарса янă Пĕтĕм чăваш диктанчĕн тĕп шухăшĕпе пĕр килнине палăртнă вăл.