Комментировать

19 Апр, 2014

«Яваплăха тата ÿстерет...»

Вырăнти хăй тытăмлăх паянхи обществăн пĕлтерĕшлĕ институчĕсенчен пĕри пулнине пурнăç хăй çирĕплетрĕ. Йĕркеленнĕренпе кĕске вăхăт кăна иртрĕ пулин те вăл граждан обществипе экономика аталанăвĕнче, социаллă пурнăçра витĕмлĕ тÿпине хывма, влаç органĕсен рольне ÿстерме, халăхшăн ĕçлесе сумлă ят çĕнсе илме ĕлкĕрчĕ.

Çăмăл пулмарĕ иртнĕ тапхăр. Чылай тĕрĕслев витĕр тухса, йăнăш утăмсене тÿрлетсе малаллах утрĕç вырăнти влаç органĕсенче тăрăшакансем, халăхшăн ĕçлерĕç. Раççей Федерацийĕн 1993 çулта йышăннă Конституцийĕ влаçăн хăй тĕллĕнлĕхне çирĕплетрĕ. Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» 131-ФЗ /-лĕ саккунĕ мĕнле ĕçленине малтан пирĕн республикăра сăнарĕç. Апла тăк çĕнĕлĕхе уçакансем эпир пултăмăр.

2006 çулхи çу уйăхĕнче республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсем хăйсен пĕрлĕхне йĕркелерĕç. Унăн йышĕнче республикăри 21 районпа 5 хула округĕ, 291 ял тăрăхĕ. Тĕллевĕ: асăннă влаç тытăмĕн витĕмне ÿстересси, вырăнти ыйтусене пĕр-пĕрне пулăшса татса парасси. Çак тытăмра вăй хуракансем халăха хумхантаракан кашни ыйтушăн яваплă. Пур шайри влаç тытăмĕнче те хутшăнусем çирĕп, сакăр çул хушшинче вĕсем республикăри тата çĕр-шыври политикăпа экономика пулăмĕсене хастар хутшăннă.

Вырăнти хăй тытăмлăх кунне кăçал иккĕмĕш хут паллă турĕç. Професси уявĕ ячĕпе влаç тытăмĕнче тăрăшакансене ĕнер Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чысларĕç. Ĕçтешĕсене уявпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ, республикăн Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн ертÿçи Леонид Черкесов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, чăваш парламенчĕн комитет пуçлăхĕ Николай Малов ăшшăн саламларĕç, малашнехи йывăр та пархатарлă ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç.

- Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ обществăпа политикăри ĕçĕ-хĕлĕпе хăватлă вăй пулнине кăтартса пачĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Çак институтăн пĕлтерĕшне тата çÿллĕрех шая çĕклес тĕллевпе икĕ çул каялла Раççей Президенчĕ Вырăнти хăй тытăмлăх кунне палăртма йышăнчĕ. Çакă пире шаннине пĕлтерет, яваплăха ÿстерет. Обществăри тăнăçлăх нумай чухне хула тата район администрацийĕсен тухăçлă ĕçĕнчен килнине эпир самантлăха та манмăпăр. Вырăнти влаçăн вун-вун тĕрлĕ ыйту татса пама тивет, унта пурăнакансен вырăнти нумай енлĕ социаллă пурнăçне йĕркелесе тăмалла. Уявпа саламланипе пĕрлех çак тытăмра тăрăшса вăй хуракансене, пуçаруллă пуçлăхсене хастарлăхшăн, пултарулăхшăн тав тăватăп, Чăваш Енĕн ырă пуласлăхĕшĕн малашне те вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме çирĕп сывлăх, пысăк хăват сунатăп.

Ĕçре уйрăмах палăрнисем çак кун Михаил Васильевич аллинчен Чăваш Республикин Хисеп хутне, хисеплĕ ятсем, «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» Мухтав паллине, Тав çырăвĕпе хаклă парне илчĕç. Чăваш парламенчĕн спикерĕпе Юрий Поповпа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ведомство наградисемпе чысларĕç. Уяв художество пултарулăх коллективĕсен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.