Вĕсем те хисепе тивĕç
Хисеплĕ хаçатăмăр! Сирĕн пата Пучинке ялĕнчен чун ыратнипе çыратпăр. Ялта хуçалăхăн пăру вити пур. Унти çамрăк выльăхсем выçăпа вилеççĕ. Çав хушăрах фермăра ĕçлекенсем ирĕн-каçăн килĕсене сĕт йăтаççĕ. Ертÿçĕ çакна пĕлет, анчах курмăш тăвать. Мĕншĕн тесен лешсем ĕçрен каяссипе хăратаççĕ. Пĕр доярка кунне 90 л сĕт вăрласан пăрусен мĕнпе ÿсмелле?
Пысăках мар Пукаш ялĕнчен çĕре яхăн çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шел, вĕсенчен çуррине яхăн каялла таврăнайман, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă е йывăр сурансене пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Тăван тăрăха çаврăнса çитнисем вара юхăннă çĕршыва, хуçалăха çĕклессишĕн ырми-канми вăй хунă. Анчах вăхăт иртнĕ май вĕсем те пирĕн хушăра юлманпа пĕрех.
Мана çакă пăшăрхантарать: мĕншĕн хаяр вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçнă, тăван тăрăха аманса е сывă таврăннă çынсен ячĕсене ниçта та асăнман? Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăкпа ял клубĕн стенчĕ çинче те курăнмаççĕ. «Астăвăм» кĕнекене пурне те кĕртмен. Тен, çакă вăрçăчченех хăшĕ-пĕри ялтан тухса кайса урăх çĕрте тĕпленнипе çыхăннă? Акă Иван Смелов, Алексей Веселов, Алексей Ильин тата ытти паттăрсем нивушлĕ хисепе тивĕçлĕ мар? Ял çыннисем паян та Семен Илларионов, Николай Никитин, Василий Михайлов, Василий Ишутов, Прокопий Шеклев фронтовиксене ырăпа асăнаççĕ. Мĕншĕн Караньял тăрăхĕнче пурăнакансем вăрçăран сывă таврăннисен ячĕ-шывне те палăк çине çырса хучĕç? Çак ырă пуçару Хуракасси ял тăрăхĕнчи Пукашсем патне те çитессе шанас килет. Вĕсен хушамачĕсем клубри стенд çинче пулмаллах. Çамрăксен камран тĕслĕх илсе ÿсмелле?