Çĕнтерÿ кунĕнче 100 çул тултарнă
Кунашкалли питĕ сайра пулать, Элĕк районĕнчи Йăлкăшри Алексей Трофимов фронтовика çак телее курма пÿрнĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче ăна район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Любовь Артемьева, Элĕк район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Альбина Борисова тата Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Павлов 100 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă.
Алексей Трофимович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен çарта пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, тăван яла оруди командирĕ 1940 çулта таврăннă. Ирсĕр тăшман тапăнсан алла çĕнĕрен хĕç-пăшал тытнă. Çапăçу çулне Горький хулинче артиллери зенит полкĕнче пуçланă та Украинăра вĕçленĕ.
Унтанпа 70 çул ытла иртнĕ пулсан та пĕрле çапăçнă 13 юлташĕ пĕр харăсах бомба айне лексе вилни халĕ те куç умĕнчех тăнине калать. Вĕсене аса илсенех пичĕ тăрăх вĕри куççулĕ юхса анать.
Ентеш вăрçă хыççăн Зоя Лукиничнăпа пĕрлешнĕ. Мăшăр икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Ветеран халĕ 14 мăнукĕпе, вĕсен 17 ачипе киленсе пурăнать.