Комментировать

7 Мая, 2017

Чăваш наци радиовĕн "Ачалăх урхамахĕ" кăларăмĕнче - "Хăнара - "Тантăш" рубрика

Паян, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш наци радиовĕн эфирĕн "Ачалăх урхамахĕ" кăларăмĕнче "Хăнара - "Тантăш" рубрика уçăлнă. Ку вăл - радиопа хаçатăн пĕрлехи проекчĕ. Радиокăларăм 11 сехет те 20 минутра пуçланнă.

Унта хаçатăн çу уйăхĕн 4-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ Луиза Васильеван "Нумай çул иртсен тăванĕсене тупнă" статйине сÿтсе явнă. Материалта автор Улатăр районĕнчи Кивĕç Эйпеçри пĕр çемьен кăсăклă историйĕпе паллаштарнă. Кăларăмра "Тантăшри" ытти хăш-пĕр статьяна та тишкернĕ.

Çитес эрнери кăлăрăма "Тантăш" корреспонденчĕ Лариса Петрова хутшăнĕ. Унта калаçу Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхаш шкулĕн ачисем лартнă "А зори здесь тихие..." спектакль тавра пулĕ.

Маларах эпир "Тантăш" хаçатпа Чăваш Наци телевиденийĕ "Туслăх унки" пĕрлехи проект пурнăçланине пĕлтернĕччĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: