Комментировать

29 Ноя, 2013

Турă хăйĕн пилне пĕр хĕрхенмесĕр янă ун çине

СССР халăх артистки, мĕн пур чăваш пĕлекен Вера Кузьмина, нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ. Хăйĕн кун-çулĕн 66 çулне Чăваш патшалăх академи драма театрне халалланăскерĕн пултарулăх каçĕ чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ.

Тавралăха каç сĕмĕ тахçанах çапнă, Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче халăх хĕвĕшет, унччен те пулмасть - кассăран икĕ кинемей тухрĕ. “Вера Кузьминичнăна паян курмашкăн билет пултăр тесе çул тăршшĕпех турра кĕлĕ туса пытăм”, - терĕ пĕри. “Эпĕ те пĕр чарăнмасăр кĕлĕ вуларăм”, - тавăрчĕ тепри. Ватă çынсем, паллах, ытахальтен кулянман - пысăках мар зал лăк тулли. Каярахпа, пултарулăх каçĕ хĕрсе пынă вăхăтра, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов паллă артисткăна саламланă май: “Юбилее 7 пин çурă çын кĕрекен спорт керменĕнче ирттерсен те пушă вырăн пулмĕччĕ”, - терĕ. Çаплах пуль.

А.В.Луначарский ячĕллĕ Мускав патшалăх театр искусствин институтĕнче ăсталăха туптанă, хăй юратнă сцена çинче çĕр-çĕр сăнара “чĕртсе тăратнă”, вырăссен 50 ытла кинофильмĕн геройĕсене чăвашла калаçтарнă Вера Кузьминичнăна тав туса ырă, ăшă сăмах нумай янăрарĕ. СССР халăх артисчĕ Велерий Яковлев режиссер сăмахĕ чăнлăхпа пĕр килнипе килменни пирки иккĕленме кирлĕ мар. Ку - тĕрĕсси. “Тĕнчере пултаруллă артист нумай, анчах пĕтĕм чунĕпе, кашни юн тымарĕн таппипе вылякан ăста шутлă çеç. Вĕсенчен пĕри - пĕтĕм халăх юратакан Вера Кузьмина”, - палăртрĕ вăл. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Раççейĕн тĕп хулинче вĕреннĕ май окоп чавнă юбиляра, “Мускава хÿтĕленĕшĕн” медале тивĕçнĕскере, Чăваш Енри культура ĕçченĕсен ятĕнчен тав турĕ: “...Тĕнчен хăш кĕтесне кăна çитсе халăха савăнтармарăр-ши? Мана 100 çулхи юбилее чĕнмесĕр ан хăварăр”. Унтан Вера Кузьминична чăваш халăхĕн Амăшĕ пулнине ĕнентерсе хул пуççинчен шурă мамăк тутăр çакса ячĕ. Тата кам кăна саламламарĕ-ши Раççейĕн, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче чăтăмсăррăн кĕтекен Вера Кузьминичнăна? ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕн, Чăваш Енĕн тĕп хулинчи театрсен, Шупашкар районĕнчи Çĕньял халăх театрĕн коллективĕсем, республикăри композиторсен, çыравçăсен, ÿнерçĕсен союзĕсем, тĕрлĕ регионти чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕсем... Вĕсен сăмахĕнчи куракансен чĕрине хускатнă йĕркесене илсе кăтартас килет: “Тĕнче халăх артистки” ят пулнă тăк Вера Кузьминична ăна пĕр сăмахсăрах тивĕçĕччĕ. Вăл чăннипех те - пĕтĕм тĕнче халăх артистки”, “Сумлă юбилее паллă тăвакан артисткăн чĕри вĕри, чунĕ çамрăк”, “Турă хăйĕн пилне Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра çуралнă пултаруллă пике çине пĕр хĕрхенмесĕр янă”, “Чăваш ыррисем яланах сирĕнпе пĕрле пулччăр”, “Вера Кузьминична - чăваш халăхĕн турă парни”... Унсăр пуçне Мускавран та саламлă телеграммăсем çитнĕ. Вĕсене камсем янă тетĕр-и? РФ культура министрĕ Владимир Мединский, “Справедливая Россия” политика партийĕн ертÿçи Сергей Миронов, Чăваш Республикинчи РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков...

Пултарулăх каçĕнче хăнасен ырă сăмахĕсем спектакль сыпăкĕсемпе черетленчĕç. Юлашкинчен Вера Кузьмина театр коллективĕ ăна пурăнма, сцена çинче ĕçлеме вăй-хал парса тăнине палăртрĕ, çамрăк артистсене хăйĕн пекех театра юратма сĕнчĕ.

Борис Чиндыковăн “Хура чĕкеç” моноспектакльне, мăшăрĕн - чăвашсен паллă поэчĕн Петĕр Хусанкайăн - сăввисене тĕлĕнмелле хăватпа вулаканскер, “Шанель пике” спектакльре Сара Абрамовнăна калăпланă май хăйĕн ÿсĕмне пăхмасăрах пирус паклаттараканскер 90 çул тултарнине ĕненме йывăр. Вăл халĕ те репертуарти чылай спектакльре вылять, инçе çула пăхмасăрах аякри йăхташсене савăнтарма савăк кăмăлпа тухса каять... Мухтав сана, мухтавлă артистка! Çамрăксене малашне те ырă тĕслĕх кăтартмашкăн сывлăху яланах çирĕп пултăр!

Дмитрий МОИСЕЕВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.