Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекине презентациленĕ
Чăваш наци библиотекинче "Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин" виççĕмĕш томне презентациленĕ. Ăна нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленĕ. Унта К-П сас паллисенчен пуçланакан сăмахсем кĕнĕ.
Кĕнекене хаклама республикăри паллă ученăйсем, лингвистсем, чăваш чĕлхи учителĕсем пуçтарăннă. Словарĕн ăслăлăх редакторĕ Геннадий Дектярев сăмах пĕлтерĕшне тăван чĕлхепе ăнлантарса пама ансат маррине каланă. Словарьте сăмах синонимĕсем те пур. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Галина Семенова сăмах кĕнекин чĕлхи çăмăллине палăртнă.
Аса илтерер: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пуçарнипе пичетленекен кăларăм пуçласа 2011 çулта кун çути курнăччĕ. Иккĕмĕш томĕ тепĕр икĕ çултан калăпланса тухрĕ. Халĕ Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин малаллахи томĕсемпе ĕçлеççĕ.