Кĕмĕл укçаран - храм
Шупашкарта пурăнакан Сергей Казначеев Христос çуралнă ятпа çĕкленĕ храм копине кĕмĕл укçаран ăсталанă. Ку ĕçе вăл 26 çул пурнăçланă. Пирĕн ентешĕн экспоначĕ Санкт-Петербургри «Русский левша» музейра вырăн тупнă.
Пĕррехинче Сергей Казначеевăн аллине пĕр журнал лекнĕ. Унта вăл Болгарири Шипкăра Христос çуралнă ятпа çĕкленĕ храмăн литографине курнă. Арçын ăна металран ăсталама шухăшланă. Сергей хăйĕн хваттерĕнче, шкап хыçĕнче, мастерской тунă. Тахçан вăл кĕмĕл укçа пухнă. Шăпах вĕсенчен храм тунă та.