Комментировать

27 Апр, 2017

Ача-пăча студине уçасшăн

Шупашкарти 37-мĕш шкулта 10-мĕш «а» класра вĕренекен Семен Семенов пирки хыпарсен кăларăмĕсенче тăтăшах илтме пулать. Нумаях пулмасть вăл «Позитивлă ТВ» проекта вырăнти телеканал эфирне кăларма хатĕрленнине пĕлтернĕччĕ. Унсăр пуçне Семен сценарист та. Унăн хăш-пĕр фильмне Чăваш наци телекуравĕпе кăтартрĕç ĕнтĕ.

— Семен, проект идейи мĕнле çуралчĕ?

— Хальхи вăхăтра телевизорпа тăтăшах ăçта та пулин теракт пулнине кăтартаççĕ, тĕксĕм хыпар нумай, вĕсенче нимĕнле çутă та çук тейĕн. Эпир вара шăпах хамăр патри ырă пулăмсем пирки каласа кăтартасшăн. Çакна эпĕ чи малтанах Раççейри шкул ачисен юхăмĕн кураторне пĕлтертĕм. Ун чухне шăпах ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулмаллаччĕ. Вара хамăн шухăшпа ăна та паллаштарас терĕм. Проект çапла çуралчĕ те. Михаил Васильевич пулăшма шантарчĕ. Проект хута кайсан эпĕ республикăри медиацентр ертÿçи пулăп, пур шкулпа та çыхăну тытма пуçлăп. Чи интереслĕ хыпарсене пуçтарса кăларăм хатĕрлĕп. «Позитивлă ТВ» проекта Раççейри шкул ачисен юхăмĕн ха-старĕсемпе пĕрле хатĕрлерĕмĕр. Эпир тĕрлĕ шкулти ачасен чи лайăх ĕçĕсене пуçтарса пресс-центр йĕркелесшĕн. Унтан ятарлă кăларăм хатĕрлесе Чăваш наци телекуравĕпе кăтартасшăн. Халĕ Çĕмĕрлери «Çĕнĕ вăхăт», Çĕнĕ Шупаш-карти «НКТВ» каналсемпе ĕçлетпĕр.

— Пуçра тата çĕнĕ шухăш-тĕллев çуралчĕ-тĕр.

— Çапла. «Раççей шкул ачисен юхăмĕпе пĕрле вĕренетпĕр» проект пирки те шухăшлатăп. Республика пресс-центрне тĕпе хурса ятарлă рубрика хатĕрлетпĕр, унта тĕрлĕ класри ăслă ачасем хăйсен пĕлĕвне ыттисемпе пайлама пултарĕç. Сăмахран, математикăна ăнланманнисем валли видеоурок хатĕрлеме май пур. Ытти предметпа та çавах. Ачасене ыйтăма хутшăнтаратпăр. Тата тепĕр шухăш та пур — «Чикĕсемсĕр ташă» /«Танцы без границ»/ проект. Ăна пурнăçа кĕртме ташă студийĕсемпе тренер тата лапам пирки калаçса татăлмалла. Психолог та кирлĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен çак проекта сусăр ачасене явăçтарасшăн. Нумайăшĕ вăтанать тен, çавăнпа тренерпа ĕçлеме тытăниччен психологпа канашламаллах.

— Çакăн пек кăсăклă шухăшсем ăçтан тупăнаççĕ-ха?

— Шкулта вĕреннĕ, пурăннă май тĕрлĕ ыйтупа тĕл пулатăп. Йăлтах вĕсене татса панинчен пуçланать. Тĕслĕхрен, 10-мĕш класра видеоуроксем çук, мĕншĕн пирĕн çак çĕнĕлĕхе кĕртес мар? Ташлас кăмăл пулсан вара мĕншĕн хамăра чармалла?

— Кам сана пулăшать?

— Атте-анне. Вĕсем — манăн хавхалану çăл куçĕ. Пĕррехинче анне çапла каларĕ: «Йĕри-тавра мĕн пулса иртни пирки питех ан пăшăрхан». Хăш-пĕр чухне ĕнсене хыçма хистекен лару-тăрăва кĕрсе ÿкесси те пулать. Ыттисем «Санран «пиçмест» — тесе иккĕленсен анне мана: «Çав сăмахсем ура хурĕç-и? Çын мĕн калани шухăш-ĕмĕтÿнтен пĕлтерĕшлĕрех-им?» — тесе хавхалантарчĕ. Ыттисем шанманни мана малалла талпăнма хистет кăна.

— Мĕнпе кăсăкланатăн?

— Пуринпе те пĕчĕкшерĕн. Эпĕ сăвă хайлатăп, кĕнеке çыратăп, фильм сценарийĕсем хатĕрлетĕп. Çавăн пекех йывăр атлетикăпа та туслă. Сăвă çырма 13 çулта пуçларăм. Ун чухнехи йĕркесем питĕ ансат, халĕ кулас та килет. 16-17 çулсенче вара тарăнрах шухăшлама тытăнтăм. Пурнăç тĕллевĕ пирки, сăмахран…

— Хăвăн пурнăç тĕллевне мĕнре куратăн?

— Питĕ йывăр ыйту ку. Унăн хуравĕ кашни кун улшăнма пултарать. Манăн пурнăç тĕллевĕ — хама ыттисене парнелесси, вĕсен пурнăçĕнчи пĕр саманта та пулин ырă енне улăштарасси.

— Пауэрлифтингпа та туслă эсĕ. Йывăр килмест-и?

— Йывăрлăх таçта та пур, кунпа тĕлĕнтереймĕн. Кашни кунах мĕнле те пулин чăрмава парăнтаратăн. Урама тухатăн та кÿлленчĕк асăрхатăн, санăн ун патĕнчен çаврăнса иртмелле, çакна мĕнле пурнăçламаллине шухăшлама тытăнатăн. Спортра та, пултарулăхра та, хутшăнура та çаплах.

— Эсĕ литература урокне юратнине пĕлетĕп. Кĕнеке вулама вăхăт мĕнле çитеретĕн?

— Эпĕ электрон кĕнеке вулатăп, мĕншĕн тесен телефон яланах алă айĕнче. Халĕ шкул программипе килĕшÿллĕн Лев Толстойăн «Война и мир» романне пуçларăм. Мана аталанма вĕрентекен психологи кĕнекисем ытларах килĕшеççĕ. Вĕсем пурнăçа вĕрентеççĕ. Унти пĕр сĕнÿпе усă курсанах пурнăç ырă енне улшăнма тытăнать.

— Фильм ÿкерме сценарисем çыратăп терĕн. Ку енĕпе мĕнле çитĕнÿсем пур?

— Хальлĕхе пурĕ ултă сценари çыртăм. Наци телекуравĕпе манăн икĕ фильма кăтартрĕç: «Эсĕ çук çĕрте» тата «Хĕрĕн кун кĕнеки». Пĕри Тамбов кинофестивалĕнче «Куракансем килĕштернĕ фильм» ята тивĕçрĕ. Сценарист миçе çултине пĕлсен пурте тĕлĕнеççĕ. «Хĕрĕн кун кĕнекине» çырма мана виçĕ кун та çитрĕ. Çывăрманпа пĕрех эпĕ ун чухне. Тепрехинче вара çывăрма выртсан пуçа шухăшсем килчĕç те 12 сехетре тăрса лартăм, çырма пуçларăм, ирхи 5-6 сехетре вĕçлерĕм. 7-ре вара шкула каймалла. Хăш чухне урокра çывăрса каясси те пулкалать. Ачасене кино ÿкерес ĕçе хутшăнтарасси пирки ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Васильевичпа та калаçнăччĕ эпĕ. «Опыт тата практика пуринчен те пĕлтерĕшлĕрех», — терĕ вăл. Ачасен ăçта опыт пухмалла-ха? Чăваш Енре пултаруллă ача нумай, вĕсене пулăшакан кăна кирлĕ. Манăн атте Юрий Спиридонов кинорежиссерпа (сăн ÿкерчĕкре), сценаристпа хутшăннăран мана ăнчĕ. Паллах, малтан хăрарăм, анчах та фильм ÿкерме пуçăнсан пуçăмпах ку ĕçе путрăм. Ачасен кăсăклă шухăшсем те пур вĕт, мĕншĕн вĕсене пурнăçа кĕртес мар? Ача-пăча киностудине йĕркелес шухăш та пур манăн. Пĕчĕккисем унта оператор та, сценарист та пулĕччĕç.

— Шкул хыççăн мĕнле çул суйлас тетĕн?

— Вăйă-кино сценаристне вĕренес, фильмсем ÿкрес килет. Унтан, тен, иккĕмĕш аслă пĕлÿ илĕп, политикăна кайăп… Малтан ура çине тăмашкăн çирĕп никĕс хывмалла, унтан халăхшăн ĕçлеме пуçламалла.

 

 

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.