Комментировать

26 Апр, 2017

Ялав йăтса - ялтан яла

Халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне асра тытса Патăрьел районĕнчи шкулсенче «Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи часавай» акци ирттерме палăртнă.

Çак тунтикун Сăкăт вăтам шкулĕн ялав йăтакансен взвочĕ Тутар Сăкăт шкулне Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотизмăн «Юнармия» общество юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн Çĕнтерÿ Ялавĕн копине çитернĕ. Ăна шкула илсе кĕнĕ вăхăтра «Священная война» юрă янăранă, Ялава панă вăхăтра — Раççей Федерацийĕн Гимнĕ.

Пухăннисем вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр самант шăп тăнă. Историпе обществоведени учителĕ Г. Сабитова Раççей патшалăхĕн реликвийĕ пирки каласа кăтартнă. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнтерÿ Ялавне Турхан вăтам шкулĕ йышăнĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.