Комментировать

21 Апр, 2017

Каллех хĕл ларчĕ...

Ку вăхăтра акана тухни пулнă, анчах ака уйăхĕ вĕçленсе пынă чухне республикăра чĕркуççи таран юр çуса лартнине ĕнер эпир калаçнă çулланнă çынсем те аса илеймерĕç.

Мĕн тăвăн — çут çанталăк хăйĕн саккунĕсемпе пурăнать, пирĕн вĕсене пăхăнма тивет. Шăпах хăшĕсем пăхăнас теменни ĕнер çивĕч ыйтусем кăларса тăратрĕ те. Паллах, çулсене пăхса-тасатса тăрассишĕн яваплă ведомствăсемпе организацисене ӳпкелеме те пулать-тĕр — вĕсем юнкун каçхинех лапка-лапка çума тытăннă юр кĕрчĕсене тасатас енĕпе тӳрех хыпăнса ӳкменнине палăртмаллах. Çапах ĕнерхи «пăкăсен» тĕп сăлтавĕ — хăлăхсăр водительсенче.

Хĕллехи резинăна çуллахипе улăштарма ĕлкĕрнĕ машинăсен водителĕсенчен çула тухмашкăн тăхтама маларахах ыйтнăччĕ вĕт — çук, нумайăшĕ пур-пĕр руль умне ларнă. Çавна май ĕнер ирхине Шупашкарта хулипех «пăкăсем» пулнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар. Кăшт кăна сăрталла хăпармалла — çуллахи яка резинăллă транспорт хăпараймасть, чарăнса ларать, транспорт юхăмне чарать. Çавăнпах ĕнер тĕп хулара нумайăшĕ ĕçе, вĕрентӳ заведенийĕсене, ытти çĕре чылай кая юлса çитнĕ. Çав шутра — çак йĕркесен авторĕ те. Пичет çуртне маршруткăпа 15-20 минутра çитмеллискер ĕнер çул çинче сехете яхăн çухатрăм.

Ирхине ирех юр тасатакан техника, рабочисем ĕçе тухнă. Ĕç калăпăшĕ пысăккине кура кун каçа вĕсен «çарне» пысăклатма та тивнĕ. Транспорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — кăнтăрла хыççăн Шупашкар урамĕсенче техникăн 185 единици, 1,7 пин ытла рабочи ĕçленĕ ĕнтĕ. Хула администрацийĕ предприятисемпе организацисенчен те пулăшу ыйтнă, вĕсем те коммуналлă службăсене пулăшма хирĕç пулман. Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦ, ЮНИМИЛК, Чапаев ячĕллĕ пĕрлешӳ, ЧАЗ, ЧЭАЗ, «Элара», «Водоканал», «Татнефть», ыттисем техника уйăрнă. Çавна май çулсене кĕртсемпе хупланма паман.

Апла пулин те çанталăк нумай чăрмав кӳни куç кĕрет. Шăпах — транспорт тĕлĕшпе. Мускав /Шереметьево/— Шупашкар — Мускав маршрутпа вĕçекен самолет рейсне те, авă, каяраха куçарма тивнĕ.

Кун пек чух çулсем çинчи аварисен шучĕ те ӳсет — ĕнер çакă та тӳрре тухрĕ. Патшалăх автоинспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — çак йĕркесене çырнă вăхăт /17 сехет/ тĕлне пысăк аварисем пулман, анчах ваккисем — пайтах. Ирхи сехетсенчех республика территорийĕнче çавнашкал виçĕ теçетке ытла аварие шута илнĕ. Кун каçа вĕсен шучĕ ӳссех пынă. «Кун вĕçленнĕ тĕле 90 урлă та каçать пуль», — терĕç ПАИ управленийĕн прес-службинче. «Йĕркеллĕ» ахаль кунсенче талăкĕпе те вак-тĕвек аварисен шучĕ 30-тан иртмест.

Çавăнпах инспекторсене пурне те тревогăпа çĕкленĕ, çав шутра ытти чух хут ĕçĕпе аппаланакансене те çулсем çине кăларнă. ПАИн дежурнăй чаçĕнче иртенпе телефонсем лăпланман-мĕн: пĕри аварие лекнĕ, тепри сăрталла хăпараймасть — пулăшу ыйтать... Пĕтĕмпех çуллахи резина айăплă. Кăштахран федераци автоçулĕ çинче пысăк фурăсем нушаланма пуçланă, çавăнпа Шупашкар енчен Канашалла каякан çулăн сыпăкне пĕр сехетлĕхе хупма та тивнĕ. «Юрать, кăнтăрла хыççăн «шакла» резинăллă машинăсем чакрĕç — лару-тăру ерипен йĕркеленчĕ», — терĕç ПАИре.

...Юр вара çав-çавах çăвать те çăвать-ха.

Николай КОНОВАЛОВ

Фото na-svyazi.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.