Комментировать

20 Апр, 2017

"Хыпарçăсем" тăван литература пуласлăхĕ пирки пуç ватаççĕ

Кĕнеке кăларакансем нумай. Такам премине илекен те пур. Анчах хăшĕсем рифма мĕнне те чухламаççĕ. Çак тата ытти ыйтăва "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов тата "Тăван Атăл" журналăн редакторĕ Василий Кошкин-Кервен Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн нумаях пулмасть эфира тухнă "Литература тĕпелĕ" кăларăмĕнче сÿтсе яврĕç.

Елена Нарпи ертсе пыракан кăларăмра литераторсем паянхи çыравçăсем, вĕсен хайлавĕсен пахалăхĕ пирки калаçрĕç. Геннадий Максимов пултаруллă çамрăк çыравçăсем пур тесе шухăшлать пулсан, Василий Кервен сахалрах тесшĕнни сисĕнчĕ. "Тăван Атăл" журнал редакторĕ пулнă май вăл паха материалсем тупма йывăррине палăртрĕ. Çапах та сайра-хутра пулин те çĕнĕ ятсем уçма май килнине те пĕлтерчĕ. Пĕчĕк кăна тăван республикăмăрта çыравçăсен виçĕ союзĕ пулнине те калаçура ырламарĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: