Комментировать

20 Апр, 2017

Ферма пур тăк ял пурăнать

Шăпах çак каларăшпа пуçларĕ хăйĕн сăмахне Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» сăнавпа кăтарту хуçалăхĕн Лапракассинчи сĕт-çу фермин заведующийĕ Владислав Николаев. Ара, чĕр тавар сутса хуçалăх кĕсйине укçа-тенкĕ кĕрет-çке. Унсăр пуçне ял çынни валли ĕç пурри те паха. Виçĕ ялтан — Çимеккассинчен,Тукасран тата Лапракассинчен — килеççĕ вĕсем. 30 çын ытла тăрăшать кунта.

Дояркăсем вара — саккăрăн. Икĕ сменăпа вăй хураççĕ. Кунсерен 183 ĕне сăваççĕ. Ирхи сăвăм 5 сехет-ре пуçланать. Ĕçчен, тăрăшуллă, типтерлĕ хĕрарăмсене Владислав Витальевич мухтаса илчĕ: «Чăнахах та маттур вĕсем. Ара, кахал çын кунта ĕçлеймест. Вĕсем шуçăмпа вăранса фермăна васкаççĕ. Унсăр пуçне килти выльăхĕсене пăхма та ĕлкĕреççĕ. Шел, вĕсене улăштарма çын çукрах ялта. Çамрăксем дояркăра ĕçлесшĕн мар».

Калаçăва малалла тăснă май çакна пĕлтĕм: асăннă ушкăнра «Чăваш Респуб-ликин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнисем çиччĕн иккен. Сăмах май, Владислав Николаев хăй те çак чыса тивĕçнĕ. Эппин, ĕçленине кура хисепĕ те пур. Акă, Лидия Андреевăпа Валентина Спиридонова иртнĕ çул кашни ĕнерен 9080 кг сĕт сунă. Тĕрĕссипе, асăннă хуçалăх ку енĕпе виçĕм çулах 8 пин шайĕнчен иртнĕ. Паянхи кăтарту та аван: кунĕпе пĕр ĕне вăтамран 25-26 л сĕт антарать. Çапла вара хальхи вăхăта кашни ĕнерен вăтамран 2800 кг сĕт суса илнĕ. «Ленинская искра» ку енĕпе районта малтисен ретĕнче шутланать.

Кунта ула-чăла ĕнесем тытаççĕ. Çак ăрата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ мăйракаллă шултра выльăха ют тăрăхран та туянма килеççĕ. Сăмах май, хуçалăхра выльăх шучĕ 700 пуçа яхăн. Вĕсенчен 300-шĕ — Хурамалăхри фермăра.

Ферма çурчĕ кивелни çеç пăшăрхантарать ĕçченсене. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хута янăскерте ытларах алă вĕççĕн ĕçлеме тивет. Паллах, вăй çитнĕ таран механизацилеме тăрăшаççĕ-ха. Сăмахран, пĕлтĕр выльăх апатне лашапа валеçнĕ пулсан, халĕ — пĕчĕк тракторпа. «Эпĕ фермăра 1973 çултанпах вăй хуратăп, — калаçăва хутшăнчĕ Мария Фадеева. — Шкул пĕтернĕ хыççăнах пăру пăхма килтĕм. Каярахпа, çемье çавăрсан, дояркăна вырнаçрăм. Малтанах ĕнесене алăпа сăваттăмăр, бидонсем йăтаттăмăр. Халĕ сĕт пăрăхĕ пурри — савăнăç. Ферма ĕçĕ куç умĕнче улшăнса лайăхланчĕ. Çавна май ултă теçеткене çывхарса пыратăп пулин те ĕçрен каяс килмест. Чун фермăнах туртать. Кунта манăн — юлташсем. Эпир туслă пурăнатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Ĕçре те, уявра та яланах пĕрле. Пĕлтĕр кашни ĕнерен 8108 кг сĕт суса илтĕм. Паллах, шалу сăвăмран килет. Çавăнпа пурте тăрăшса ĕçлетпĕр. Килте те чылай выльăх тытатпăр, ĕне шучĕ те виççĕ таран. Ара, ачасене те пулăшас килет. Вĕсем пирĕн улттăн-çке». Сăмах май, Мария Кузьминична Фадеева «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята 2011 çулта тивĕçнĕ.

Николай Иванов выльăх пăхакан та кунта 10 çул ытла вăй хурать. Хăй вăхăтĕнче хулара та пурăнса курнă вăл. Анчах тăван тăрăха каялла таврăннă. Ферма ĕçне вара шкулта вĕреннĕ вăхăтрах явăçнă, ашшĕне пулăшма çÿренĕ. «Ялта ĕç пурри шанăç кÿрет. Вăрăм укçа шыраса инçете каяс шухăш çук. Килте те выльăхпа йăпанатпăр», — терĕ вăл.

«Ленинская искра» хуçалăх Аркадий Айдак ертсе пынă вăхăтра республикипе çеç мар, çĕршывĕпех кĕрленĕ. Халĕ те вăй-халĕ йăшман унăн. Ахальтен мар иртнĕ çулсенче чылай хуçалăх арканнă, пайланнă вăхăтра вăл сыхланса юлма пултарчĕ. Паянхи кун та 14 яла пĕрлештерет. Ку çирĕплĕхре Аркадий Павловичăн тÿпи те пурах.

 

Валентина ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.