Комментировать

18 Апр, 2017

Йÿнĕ паспорт та пулать

Вăл е ку пулăшушăн патшалăх пошлини тÿлеме йÿнех мар. Ют çĕршыв паспортне тутарма, сăмахран 3500 тенкĕ кăларса хумалла. 20 тата 45 çула çитсен çак документа ылмаштарма 300 тенкĕ хатĕрлемелле. Паспорта йÿнĕрехпе тутарма май килнине пурте пĕлмеççĕ пулĕ.

Патшалăхăн тата муниципалитетăн пулăшăвне пĕрлехи портал урлă илекенсене кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх пошлинине 30 процент йÿнĕрех тÿлеттерме тытăннă. Чăваш Енĕн Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ют çĕршыв паспортне тутарма 3500 тенкĕ вырăнне 2450 тенкĕ тÿлемелле, çул çитнипе паспорт ылмаштарни 300 тенкĕ вырăнне 210 тенке ларать.

  • Росстат хыпарланă тăрăх, Чăваш Енре пурăнакансен 69 проценчĕ иртнĕ çул вĕçĕнче патшалăх пулăшăвне электрон меслетпе илнĕ. Раççей Президенчĕн хушăвне пурнăçласа 2018 çулта çак цифра 70 процентран кая мар пулмаллине шута илсен, пирĕн тăрăхра пурăнакансем пурнăçпа тан пыни курăнать.

www.hypar.ru.

Рубрика: