Кăçал чи лайăххи кам?
Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче хĕллехи сезона пĕтĕмлетнĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕ ирттернĕ мероприятие ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионки Елена Николаева, республикăри спорт федерацийĕсен тата спорт шкулĕсен ертÿçисем хутшăннă.
Биатлонистсемпе йĕлтĕрçĕсене, фристайлистсемпе конькипе чупакансене хатĕрлекен спорт учрежденийĕн директорĕ Николай Николаев каланă тăрăх — ку сезонта спортсменсем чылай ăмăртура хăйсен пултарулăхне кăтартнă. «Шкулта ăсталăха туптакан 5 çын — РФ спорт мастерĕн, 3 вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçларĕç. Хăйсен çитĕнĕвĕсемпе Татьяна Акимова, Павел Охотников, Евгений Петров /биатлон/, Лана Прусакова /фристайл/, Кристина Кускова /йĕлтĕр спорчĕ/, Тимур Карамов /коньки спорчĕ/ савăнтарчĕç», — палăртрĕ Николай Арсентьевич. Вĕсене спорт ведомствисен тĕрлĕ наградипе чысланă. Сăмахран, Татьяна Акимова республикăри чи лайăх спортсмен ятне тивĕçнĕ, Лана Прусаковăна РФ спорт министрĕн Тав çырăвĕпе наградăланă.