Пурнăç çынни
Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Николай Михайлович Селиванова чылай çул паллатăп — чĕрĕк ĕмĕртен те ытла-тăр.
Пĕлменни юлман та темелле кун пек чухне. Анчах кашни тĕл пулмассерен çĕннине илтетĕп те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп унран. Хам çырнă очеркри сăмахсем аса килеççĕ:
— Аслă Турă çынна пĕр парсан тем те парать, теприне вара — нимĕн те. Николай Михайловича ĕмĕрĕпех пуçлăхра ĕçленĕ çын тесе шухăшлаттăм. Стажне пухма вăл çамрăк чух Аслă Арапуçĕнчи «Сельхозтехника» уйрăмĕнче тытăннă: гараж заведующийĕ, колонна ертӳçи пулнă. Автотранспорт предприятийĕ /ун чухне — «Первомайское» АТП\ туса хурсан — тĕп инженер, директор. 1992 çулта ăна райцент-ра куçарнă. Кунта вăл ДРСУ тилхепине ултă çул тытса пынă. Тивĕçлĕ канăва вара автостанци пуçлăхĕнчен кайнă.
Çемçе пукан çинче кăна канăçлăн ларман иккен вăл. Именкассинчи шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вун çичĕ çул тултарман каччă комсомол Чĕнсе каланипе хавхаланса Казахстана çерем çĕрсем уçакан яш-кĕрĕме пулăшма кайнă. Малтан Çурçĕр Казахстан облаçĕнче ял хуçалăхĕн механизаци училищинче вĕреннĕ, унтан трактористра тăрăшнă. Хĕлле водитель профессине илнĕ — груз турттаракан автомашина рулĕ умне ларнă. Çерем çĕрсене уçнă çĕртенех ăна çара илнĕ.
Водительте ĕçленĕ Николай çемье çавăрсан Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕн кăнтăрлахи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ăна ыттисенчен маларах, экстерн мелĕпе пĕтерни, ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн механизаци уйрăмĕнче инженер дипломне илме пултарни — чăн-чăн паттăрлăх.
... Пĕлтĕр çурла уйăхĕн вĕçĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта иртнĕ хурт-хăмăрçăсен канашлăвне хутшăнма тивнĕччĕ. Маттурсене чысланă чухне Кĕçĕн Арапуç чăвашне Николай Селиванова та сцена çине чĕнчĕç. 2016 çулта ирттернĕ конкурсра çакскер Каçал, Елчĕк, Шăмăршă, Улатăр, Юхмапа Пăла тăрăхĕсенчи хурт ăстисен хушшинче пыл пахалăхĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă. Калаçса кайрăмăр та пĕлĕшĕм асăннă ĕçпе çамрăклах аппаланма тытăннине пĕлтĕм. Ку çеç мар-ха, ăмăртусене хутшăнса ят-сумне те çирĕплетме пултарать иккен..
Тепĕр пултарулăхне те асăнмасăр иртеймĕн: Николай Михайлович — ăста купăсçă та. Икĕ пиччĕшĕпе шăллĕ мусăк инструментне хăш енчен тытмаллине те пĕлмеççĕ, Селивановсен виççĕмĕш ывăлĕ çамрăклах унпа кĕвĕ-çемĕ шăрантарнă. «Çĕнĕ юрă илтсенех астуса юлатăп. Купăс тытсан пӳрнесем хăйсемех çав кĕвве кăлараççĕ», — йăл кулать Николай Михайлович.
Ĕмĕрĕпе халăхпа шăкăлтатса ĕçленĕ хастара тивĕçлĕ канăва тухсан килте диван сыхласа ларма çăмăл пулман-тăр. Ансатрах пĕр-пĕр ĕçе пуçăнасси канăç паман ентеше. Ултă çул каялла вăл «Поддержка» страховани компанине агента вырнаçнă.
Иртнĕ çул çак тытăма улăштарса страхлакан наци компанийĕ туса хунă. Халăхра ăна НАСКО /Национальная Страховая Компания\ теççĕ.
Николай Михайловича Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче те, Каçал енче те тĕл пулатăн. Страхлакансем уншăн Шупашкар хулинче те пур. Тĕрĕссипе, палланă-палламан çынпа агент пĕр чĕлхе тупма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Николай Селиванов шухăшĕпе — ку та çителĕксĕр иккен.
— Клиентсене шăматкунсемпе вырсарникунсенче шырама тăрăшатăп: эрне варринче ирпе ĕçе васкаççĕ, каç кӳлĕм кăна таврăнаççĕ. Çавăнпа кану кунĕсенче килте кĕрĕк арки йăваласа лармастăп, автомашинăна хускатса вĕсем патне васкатăп. Праçниксем те ман валлиех, ун чухне çынсен кăмăлĕ ырă, — пытармасть Николай Михайлович.
Страхлас тесен темле май та пур хальхи саманара. Ял çынни нумай чухне çурт-йĕрпе хуралтăна, мунчана пушартан, çил-тăвăл аркатассинчен, аçа çапассинчен, çурхи-кĕрхи шыв-шур илессинчен сыхлама тăрăшать. Паллах, выльăх-чĕрлĕх пирки те шухăшлать. Кашнин тенĕ пек — çăмăл автомашина. Трактор, автобус, мотоцикл тытакан йышлă. Теприн картишĕнчех куçакан техникăн виçĕ-тăватă хатĕрĕ ларать. Ăнлантарсан страхлассине хирĕçлекен сахал.
Хăшне-пĕрне страхлассипе çыхăннă йĕркене пĕлменни чăрмантарать. Тĕслĕхрен, асăннă компани яланхи страховательсене çăмăллăх парса тӳлев взносне çуллен чакарать. Инкеке лекнĕ çынна специалистсем документ хатĕрлеме пулăшаççĕ, саплаштару укçине вăраха ямасăр параççĕ.
Ветеран чунне парса ĕçленĕрен кашни уйăхра тенĕ пекех малтисен йышне кĕрет, унăн сăн ӳкерчĕкне республикăри компанин Хисеп хăмине кĕртнĕ. НАСКОна йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалланă конкурсра «Пурлăха страхлакансем» номинацире ентешĕмĕр Атăлçи тăрăхĕнче малти вырăна çĕнсе илме пултарнă, республикăри управлени ирттернĕ ăмăртура Николай Михайлович «Супер-агент» ята тивĕçнĕ.
Кăçалхи авăн уйăхĕнче 75 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленекен «шурсухалтан» паянхи çамрăк ăрăвăн вĕренмелли сахал мар.
Николай ЛАРИОНОВ.
Патăрьел районĕ.