Комментировать

13 Апр, 2017

Икĕ университет килĕштерсе ĕçлĕ

Бизнеса - хăтлă условисем

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен прокуратура ĕçченĕсен семинарĕнче бизнеса аталанмалли тата ĕçлемелли хăтлă условисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. Канашлăва РФ Генпрокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев ертсе пынă.

Бизнес-пĕрлĕхĕн ĕçĕн хăтлăхне тивĕçтересси, предпринимательсен прависене хÿтĕлесси — экономика аталанăвĕн условийĕсенчен пĕри. Сергей Зайцев ку енĕпе прокуратура органĕсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă. 2016 çулта прокурорсем тĕрĕслев вăхăтĕнче округра çак сферăра саккуна пăснă 30 пине яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă, 6,5 пин çынна дисциплина енĕпе тата административлă майпа явап тыттарнă. 2015 çулта предпринимательсен ĕçне чăрмантарнипе çыхăннă 5 преступление уçăмлатнă. Пĕлтĕр кунашкал преступленисен шучĕ нумайрах пулнă: 39 тĕслĕх. Пĕлтĕр тĕрĕслев органĕсем республика прокуратуринчен плана пăхăнман тĕрĕслевсем ирттерме 159 хут ыйтнă. 51 тĕслĕхре хирĕçлеме тивнĕ. Полици ĕçченĕсем саккуна пăсса предпринимательсен ĕçне чăрмантарнă тĕслĕхсем пирĕн республикăра пулнă. Йĕпреç районĕнчи икĕ полицейски пиротехника сутакан предпринимателе сăлтавсăрах тĕрĕсленĕ, тавара туртса илнĕ. Пакунлисене дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Республика прокуратури ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви те саккуна пăснине тупса палăртнă: ведомство тивĕçлĕ хушусăрах документсене тĕрĕслеме пикеннĕ. Патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтарнă чухне предпринимательсен прависене пăснине те тупса палăртнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку тема çивĕч пулнине палăртнă. Чăваш Енре — 50 пин ытла предприниматель. Ĕç вырăнĕсен 1/3 яхăн пайĕ — вĕсен тÿпи. Бизнеса кирлĕ условисемпе тивĕçтерес енĕпе нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ. Тĕрĕслевсен пĕрлехи реестрне те тунă: тĕрлĕ ведомство енчен саккунсăр «ытлашши» кăсăклану пулмалла мар. Ку усламçăсене çывхаракан тĕрĕслевсем пирки маларах пĕлме май парать.

«Чăваш Енре туса кăларнă»

ЧР вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата наци проекчĕсем енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвĕнче «АПК продукцийĕн экспорчĕ» приоритетлă проектăн паспорчĕпе паллаштарнă май республикăра туса илекен ял хуçалăх продукцине паянхи кун Раççейри чылай регионта туяннине, ăна чикĕ леш енчи 28 çĕршыва ăсатнине пĕлтернĕ.

Вице-премьер экспортăн пĕтĕ­мĕшле калăпăшĕнче АПК продукцийĕн тÿпи 14,5% пулнине палăртнă. Шел те, ку енĕпе пуçаруллă ĕçлекен предприяти нумай мар. «Çак проектăн тĕллевĕ — агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн экспортне ÿстересси. Паянхи кун Чăваш Енре ял хуçалăх производствине аталантармашкăн тата хамăрăн республикăпа çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтермешкĕн вăй-хăват çителĕклех», — тенĕ Сергей Геннадьевич. Ку проект пурнăçа кĕни хамăр республикăра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине ăсатма май пур çĕршывсен шутне ÿстерме, регионти организацисенче Пĕтĕм тĕнчери пахалăх стандартне ĕçе кĕртме, «Чăваш Енре туса кăларнă» брендăн сферине анлăлатма май парасса шанаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак проекта хăйсен таварне чикĕ леш енне посредниксем урлă ăсатакансене те, экспортпа çывăх вăхăтра ĕçлеме планлакансене те кĕртме сĕннĕ, апат-çимĕç таварĕсене Чăваш Енре туса кăларнине палăртма манмалла маррине аса илтернĕ.

Чăваш Енри 500 ытла çамрăк вĕренет

Университетсен Еврази ассоциацийĕн канашĕн анлă ларăвĕпе килĕшÿллĕн, ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче М.В.Ломоносов ячĕл­лĕ Мускав патшалăх университечĕн тĕп библиотекинче Чăваш Республикипе çак аслă шкул çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ алă пуснă. Çакна çирĕплетсе документра М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ Виктор Садовничий тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснă.

Михаил Васильевич Чăваш Енри шкулсене пĕтерекен çамрăксенчен пĕр пайĕ Раççейри аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнине, вĕсенчен чылайăшĕ М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетне суйланине палăртнă. Паянхи кун унта Чăваш Енри 500 ытла çамрăк вĕренет. Чылайăшĕ физикăпа математика, гуманитари ăслăлăхĕсем, юриспруденци, хими тата биологи, экономика тата управлени енĕпе ăс пухать. Виктор Садовничий Чăваш Ен вĕренÿ тытăмĕ тĕлĕшпе лайăх ĕçленине палăртнă, çакăншăн Михаил Игнатьева тав тунă.

Университетсен Еврази ассоциацийĕн Канашĕн ларăвне ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, ЧР Пуçлăхĕн Канашçи Лев Кураков та хутшăннă. Лев Пантелеймонович Чăваш патшалăх университетне чылай çул ертсе пынă, вăл Виктор Садовничие М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетне аталантарнăшăн тав тунă. Перестройка хыççăн, аслă шкулсенче ăсчахсене шалу та вăхăтра тÿлемен чухне, çĕршыври аслă пĕлÿ тытăмне сыхласа хăварма май килнинче Виктор Садовничин тÿпи пысăк пулнине те палăртнă вăл. Юрий Исаев М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУран вĕренсе тухнă çынсем пирĕн республикăра ăнăçлă ĕçлени çинче чарăнса тăнă. Андрей Александров ЧПУпа МПУ килĕштерсе ĕçлесен студентсене стажировка тухмашкăн майсем анлăланнине палăртнă. Михаил Игнатьев Виктор Садовничие «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн медалĕпе чысланă.

Ирина АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.